Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла сăмах пирĕн базăра пур.
Каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аркадий палт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — ак телей: юнашарах шуйхӑннӑ, инкеклӗ вырӑнтан хӑвӑртрах аяккалла тарса ӳкме васкакан хумсем ҫинче вӗр-ҫӗнӗ, кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кимӗ пуҫне ухкалать, унта ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, кӗре сӑн-питлӗ, шалпар кӑвак спорт костюмне тӑхӑннӑ чух арҫын тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хашка-хашка, автобус хыҫне ишсе пычӗ, ӑна ҫыпҫанкӑ ҫупӑрласа ярса тытрӗ, вара карт! та карт! каялла, хӑй еннелле туртрӗ — машина хыҫӗ, парӑнса, лашш! лашлатса-панкӑртатса путса анса кайрӗ, ҫапла «хурҫӑ ут» пур тӑватӑ «ури» ҫине те йӑпӑшшш! тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл каялла палт! ҫаврӑнчӗ те (юлташӗнче ҫынлӑх тени пачах ҫухалнине ӗненменрен-ши?) катаран каллех Альберта ӳкӗтлӗ-хушуллӑ куҫӗпе валт! тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл алхапӑл Магаев ҫырнинчен аякрах шултра сас паллисемпе шарт хивре хурав турӗ: «Путсӗр», вара хут таткине каялла тавӑрса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вунӑ-вун икӗ утӑм тусан, каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк ман хыҫҫӑн лӗпӗстетет иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл каялла утӑмласшӑн пулчӗ, анчах хӑрах ури хӑйӗн швабри ҫӗтӗкӗнченех ҫакланнине пула урайне месерле майсӑррӑн кӗрӗс! кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗҫех килхушши алӑкӗ умӗнче унӑн, хӗрӗн, каялла, урамалла васкаканскерӗн, ҫепӗҫ, таса тухӑҫри ирхи черчен хӗвел шевлиллӗ кулли ҫеҫ килпетлӗн сапӑнса, йӑлтӑртатса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тӑванӗсем каласа панӑ тӑрӑх, арӑмӗ пӑрахса кайнине пула вӑл, упӑшки, ҫав тери асапланать, арӑмне чи таса туйӑмпа юратать, тупса каялла тавӑрасшӑн ӑвӑнать, вырнаҫусӑр, илӗм-тилӗм персе янӑ, латсӑр, кӑмӑла хӑвармалла сӑмахшӑн касӑлсах ӳкӗнет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах Павӑл та пачах ҫухалса каймарӗ: юратнӑ мӑшӑрӗ умӗнче каҫару ыйтас, ӑна каялла тавӑрас тӗллев тытса, вӑл тепӗр куннех Лена тӑванӗсем патне тухса сӑтӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ашшӗ пир ҫапнипе нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫамки ҫине юхса аннӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркине каялла шӑлса вырттарса, ӑшне шалти «шӑрпӑклӑ» кулӑран пушатса илчӗ вӑтам ҫулсенчи ҫутам, тӑлпан арҫын.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Манӑн ӗҫре тӗрекленнӗ, спортра тимӗрленнӗ алӑсем шуранка, ҫемҫешке нимӗҫ аллисене наччас хушӑрах каялла пӑрса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Уравӑш, Утар ҫыннисем паянхи кун та Валентина Николаевнана килти ырлӑхшӑн - 20 ҫул ытла каялла пӳртсене ҫутҫанталӑк газне кӗртессине анлӑн йӗркеленӗшӗн - тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫакӑ пӗтӗмпех каялла ытларах ырӑпа таврӑнать, хӑвӑн чун-чӗрӳне татах пуянлатать, сывлӑх парать.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫавна май Элӗк районӗн управ докуменчӗсене те каялла панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Ҫавӑнпа та ӑна 1930 ҫулхи мартра каялла Чӑваш АССР ЦИК президиумне пӑхӑнма тавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Пурис пӗтӗмпех ӑнланчӗ: ку — хӑй ҫулталӑк каялла машинӑпа таптаса вӗлернӗ арҫын ача.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Лапракассине ҫитиччен лартса каймӑр-ши? — кӗскен каснӑ «ылтӑн» ҫӳҫӗн пӗр пайӑркине каялла тачӑрах шӑлса вырттарса, яри уҫӑ кӑмӑллӑн чӗвӗлтетсе илчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Заводра кирлӗ тӳлев формальноҫӗсене саккунланӑ хыҫҫӑн япаласене туянса машини ҫине тиесен, столовӑйра кӑнтӑр апачӗ турӗ те каялла ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Полина каялла ҫаврӑнчӗ те тилмӗрӳллӗ куҫне пӗлӗтелле, Турӑ ҫинелле, вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех