Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах вӑл Сергей ҫапса лартнӑ тимӗрсене те хӑпӑта-хӑпӑта илчӗ, вӗсене никам тупмалла мар ҫӗре пытарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкран кӗнӗ ҫӗре палас сарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра учительница пырса тӑчӗ те: — Эпир сана начар ҫӗре чӗнместпӗр, — тесе пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла калаҫса пынӑ май вӗсем сисмерӗҫ те, Шурти каса пӑрӑнмалли ҫӗре ҫитрӗҫ те тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах хуняма карчӑкӗ те ҫӗре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫӗр хута хӗре илсе кайса тӗплӗ ҫӗре пытарнӑ хыҫҫӑн, чӑн та килтех пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтӳ хӑвалама тухнӑ хӗрарӑмсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ та ҫӗр каҫа пулса иртнӗ ялти хыпарсене шӗкӗлчеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй килнӗ ҫӗре хулари пек ҫурт лартма хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян ҫитес те вӑрманти пӗренесене тиесе тухса Тӑрӑнта ҫӗр каҫас, ыран каҫ пулнӑ ҫӗре вара каялла ҫаврӑнса ҫитес терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вашт! ҫеҫ ҫӗре сиксе анчӗ, аллинчен тытса Хветута анма пулӑшрӗ, хӑй тулли миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те савнӑ тусӗ пурӑнакан уксах Усли патнех ҫитерсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ пӗр ҫӗре кайса килем-ха.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа вӑл матушкӑна часах кунтан инҫе ҫӗре куҫса кайса шкулта учительте ӗҫлеме пуҫласси, унта вӗсене телейлӗ те савӑнӑҫлӑ, ирӗклӗ пурнӑҫ кӗтни ҫинчен каласа йӑпатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам таврӑннӑ ҫӗре ывӑл килте пӗчченех ларать.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав шутрах ҫӗнӗ святойӑн шӑм-шаккине тупса ҫӗнӗрен ҫӗре чикмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пӗрле пурӑнса та упӑшкине хирӗҫ мӗн те пулин ҫӑвар уҫса калаҫма хӑяйман хӗрарӑм халӗ Сахар пӗр сӑмах каланӑ ҫӗре тӑххӑр ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ҫитес ҫӗре ҫирӗм минутрах ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, хӑй Пӑваран килнӗ ҫӗре арӑмӗ ҫавнашкал лару-тӑрӑва лекнӗ самант пулсан, мӗн тӑвӗччӗ-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Тухтӑра тӗрӗслеттермесӗр ҫӗре чикместпӗр», — терӗҫ Тарье енчисем.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынсем пӗр ҫӗре пухӑнса тӑчӗҫ, канашларӗҫ, Захар Петрович мӗн каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Конверчӗ ҫине темиҫе ҫӗре пичет хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех