Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашхе — хӑрушӑ вӑй, хӑватлӑ ӑслӑх-тӑнлӑх.

Ашхе — страшная сила, великая мудрость.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Кӑштах пурӑнатпӑр, пӑхкалатпӑр, эпир хӑрушӑ маррине кураҫҫӗ те — хулана та кӗртеҫҫӗ ак…

— Поживём, обсмотримся, увидят, что мы не опасны, пустят и в город.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑрушӑ паттӑр, тискер.

Страшный герой, ужасный.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлашки ҫеккунтсем хӑрушӑ, — пуҫ ҫаврӑнса татӑласла ӳкӗм.

Последние секунды были страшными, — головокружительное падение.

Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку — чӑннипех те хӑрушӑ.

Это — действительно страшно.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вилӗм мар, пӗчченлӗх хӑрушӑ.

Не смерть страшна, но одиночество.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ҫук, мана хӑрушӑ мар.

— Нет, мне не страшно.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Провокаци тума пӗлесси унӑн нумай енлӗ профессин уйӑрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ, вӑл пӗр ушкӑн патӗнчен теприн патне куҫса ҫӳрерӗ, — пӗр ҫӗрте табак ыйтса илчӗ, тепӗр ҫӗрте тӑванне шырарӗ, пур ҫӗрте «иртнӗ рейсра» вӗсем протокӑра японецсенчен ручной гранатӑсемпе ҫапӑҫса хӑтӑлни ҫинчен, е Аргунскинче тӑма та самаях хӑрушӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартса ҫӳрерӗ.

Умение провоцировать входило составной частью в его многообразную профессию, он обходил кучку за кучкой, то выпрашивал табачку, то отыскивал двоюродного брата и всюду рассказывал о том, как «прошлым рельсом» они отбивались от японцев в протоке ручными гранатами, или о том, что стоять в Аргунской тоже далеко не безопасно.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Пирӗн пароход ҫинче пит те хӑрушӑ.

На нашем пароходе оч-чень опасно.

5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Амур леш енче кашнинчех туссем тупӑннӑ, вӗсем каялла «шуйттан кӑмакине» пуҫа тайса чикме хушман, лӑпкӑ та хӑрушӑ мар вырӑнсене вырнаҫтарма сӗннӗ.

За Амуром у каждого оказались друзья, предлагавшие не ехать назад, в «чертово пекло», обещая «устроить» на более спокойные места без всякого риска.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Носорог сиккелесе иртсе кайрӗ, ытла хӑрушӑ ан пултӑр тесе, сыхланас майпа унӑн шӗвӗр мӑйраки ҫине резина мечка тӑхӑнтарса лартнӑ.

Проскакал носорог — для безопасности на его острый рог был надет резиновый мячик.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Питех те хӑрушӑ та илемсӗр крокодил шуҫса кайрӗ.

Прополз отвратительный крокодил.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл кушак ҫуринчен пысӑк мар пулсан та, питех те хӑрушӑ.

Хотя был он не больше котёнка, но страшен.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑрушӑ Карабас, Питех ырӑ Барабас…

Грозный Карабас, Славный Барабас…

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл никамшӑн та хӑрушӑ мар, ватӑ тата суккӑрлана пуҫланӑ Тортилла ятлӑ тимӗр шапа пулнӑ.

Это была никому не страшная, пожилая черепаха Тортила с подслеповатыми глазами.

Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Кӳлӗ ҫийӗнчи симӗс шапа пӑтти хускалса илчӗ те, шывран пысӑк та хӑрушӑ ҫӗлен пуҫӗ сиксе тухрӗ.

Зелёная ряска на поверхности пруда заколебалась, и появилась большая, страшная змеиная голова.

Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Дежурнӑй вӗсене ҫав хӑрушӑ преступнике полици уйрӑмне илсе килме хушрӗ.

Дежурный приказал им доставить опасного преступника живым или мёртвым в отделение.

Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑрушӑ вӑрра — Буратинона пушӑ вырӑнта, ҫӳп-ҫапсем патӗнче тупни ҫинчен ӑнлантарса парать тилӗ.

Лиса объяснила, что опасный воришка — Буратино — обнаружен на пустыре.

Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫапла шавланине илтсе сцена хыҫӗнчен питех хӑрушӑ этем пуҫне кӑларса пӑхрӗ.

Услышав весь этот шум, из-за сцены высунулся человек, такой страшный с виду.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хытӑ хутран туса лартнӑ йывӑҫсем хыҫӗнчен темӗн чухлӗ пуканесем сиксе тухрӗҫ — хура маска тӑхӑннӑ хӗр ачасем, хӑрушӑ сухаллӑ этемсем, ҫӑмламас йытӑсем, вӗсен куҫӗсем вырӑнне тӳмесем лартнӑ, хӑйсем хӑяр евӗрлӗ сӑмсаллӑскерсем…

Из-за картонных деревьев выскочило множество кукол — девочки в чёрных масках, страшные бородачи в колпаках, мохнатые собаки с пуговицами вместо глаз, горбуны с носами, похожими на огурец…

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех