Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа ҫеҫ ҫырлахмӗ-ха вӑл, ҫыннине пит усал теҫҫӗ.

— Он на этом не остановится, говорят, что человек очень злой.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр сӑмахсӑр каланине ӑнланмасӑр, унпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ пек кӑтартса ҫех, вӑл хаш сывласа илчӗ.

Совершенно не ведая о том, что сейчас гнетет девушку, о чем она думает-печалится, он тем не менее вздохнул вместе с нею: дело-то у них общее!

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ.

Ивук, моментально согласившись, кивнул головой.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпир унпа иксӗмӗр Чикмере пӗр пуян майрана пусрӑмӑр.

Мы с ним в Козьмодемьянске майру одну богатенькую прирезали.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тахҫанах пӗлетӗп эп сан кӑмӑлна, — ҫӑмӑллӑнах килӗшрӗ унпа Шахрун.

— Знаю давно, чего тебе хочется, — легко согласился с ним Шахрун.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах унпа ирттернӗ юлашки саманта, унӑн юлашки сӑмахӗсене эпӗ час-часах аса илеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Пӗррехинче — хальхи пекех астӑватӑп-ха — ҫурхи хӗвелле кун эпир унпа ир пуҫласа каҫченех садра калаҫса ҫӳрерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Эпир ӗнтӗ унпа сада та тухса ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Унпа калаҫма ҫукки ҫеҫ питӗ пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Унпа пӗрле вӗсем фильм пӑхса Раҫҫей тӑрӑх виртуаллӑ ҫулҫӳреве кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре! // И.КРЫЛОВА. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-3/

Вӗсем вулакансем валли уяв историйӗпе паллаштаракан кӗнекесен тӗрлӗ выставкисем йӗркеленӗ, унпа пӗрлех кӗнеке тусӗсемпе пӗрле тӗлпулусем, викторинӑсем, конкурссем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре! // И.КРЫЛОВА. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-3/

Унпа кирлӗ ӗҫсем тунӑ хыҫҫӑн чӑнах та ҫӗнӗ таса хут пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Чӑваш енре унпа 203 тухтӑр тата 71 фельдшер усӑ курма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Унпа пӗрлех волейбол, мини-футбол вылямалли ятарлӑ лаптӑк та ӗҫе кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Унпа пӗрлех суйлав участокӗсен комиссийӗсен членӗсем ватӑ тата ҫӳреймен ҫынсем патне ҫитсе сасӑлав ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сасӑлав иртрӗ, депутатсем паллӑ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d1%81%d0%b ... bb%d0%bba/

Унпа пӗрле ӗҫленӗ председатель ҫумӗсем С.А.Алиуллов («Дружба»), С.И.Зубарев (электроподстанци), П.А.Баринов (Комсомольски ялӗ), райсовет секретарӗсем М.В.Орлов, М.Г.Дерягина, В.И.Ласточкина (пурте Комсомольски), президиум членӗсем Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.В.Лаврова (райбольница), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Г. Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Д.Краснов («Россия») тата ыттисем те организаци ӗҫӗ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе нумай тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Унпа пӗрлех запасри граждансене кун йышши черетпе чӗнессине ҫирӗплетмен.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Унпа пӗрлех ЧР Цифра министерстви хута янӑ @chuvash122_bot чат-ботра ыйтусем ҫине хурав тупма май пур.

Куҫарса пулӑш

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

Унпа пӗрле вылямалла та, ҫав вӑхӑтрах воспитани пама та пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Ачапа пӗр чӗлхе тупас тесен унпа ҫепӗҫ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех