Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олег пӗччен мар, юлташӗпе пӗрле кайни мана пӑртак хаваслантарчӗ.

Мысль о том, что Олег едет не один, подбадривала меня.

«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ пӗччен ниепле те ӗлкӗрейместӗп.

Сам я никак не справлюсь.

Вӑрҫӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӗтӗм Днепра хирӗҫ хам пӗр пӗччен ҫапӑҫнӑ пек туйӑнчӗ мана.

Будто я со всем Днепром боролся один на один.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл пӗччен пурӑнатчӗ.

Жилось им трудно.

Матроска // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вара Олег, хӑй пӗччен кӑна пулнине астуса пулас, урама чупса тухнӑ.

Тут Олег, наверно, вспомнил, что он один, и побежал домой.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпир ӑна нихҫан та кашкӑрсемпе те, ытти хӑрушӑ тискер кайӑксемпе те хӑратмастӑмӑр, сӑлтавсӑр нимӗнтен те хӑрамастчӗ вӑл, ҫавӑнпа та хваттерте хаваслансах пӗччен юлатчӗ.

Сына никогда не пугали ни волками, ни другими страшными зверями, он не чувствовал беспричинного страха и охотно оставался один в квартире.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анчах эпир ку ҫапӑҫура пӗччен пулас ҫуккине шансах тӑратпӑр.

Но мы были уверены, что не окажемся в одиночестве.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗччен кӑна пыман вӑл — унпа пӗрле хӗҫсемпе тата револьверсемпе хӗҫпӑшалланнӑ салтаксем пынӑ.

Пришел не один — солдаты с шашками и револьверами явились вместе с ним.

Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Малтан вӑл пӗччен кӑна ӗҫленӗ, каярахпа вара юлташӗсем те пулӑшма тытӑннӑ, кӗҫех пурне те савӑк пула пуҫланӑ.

Он начал убирать один, но постепенно товарищи стали ему помогать, и скоро всем сделалось веселее.

Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

— Эсир икҫӗрӗн, а эпӗ пӗччен.

— Вас две сотни, а я один.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Катилина аслӑ ҫулпуҫ пулсан та, Спартак хӑйӗн вӑйӗпе чапне ҫухатасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук; Катилина ӑслӑ ҫын, вӑл ҫак тискер гладиаторсене Спартаксӑр хӑй пӗччен пӗр кун та ертсе пыма пултарас ҫуккине ӑнланса илӗ.

И нечего думать, что при Катилине Спартак потеряет авторитет, так как Катилина слишком умен, чтобы не понимать, что без Спартака он не мог бы и единого дня руководить этими дикими толпами гладиаторов…

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Манӑн санпа пӗччен ҫеҫ калаҫмалла, — хушса хучӗ посол.

— Мне нужно с тобой поговорить с глазу на глаз, — прибавил посол.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсен ҫав хуласенчи гладиаторсене Спартак пилӗкҫӗр ҫынпа Везувий ҫинче лагерь туни ҫинчен пӗлтермеллеччӗ, гладиаторсене унта кам мӗнле май тупать, ҫав майпа — е пӗччен, е манипулӑпа, е легионпа — ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫмашкӑн васкаса пыма чӗнме хушрӗ.

Он велел предупредить товарищей, находящихся в школах этих трех городов, о том, что Спартак с пятью сотнями гладиаторов стоит лагерем на Везувии и чтобы они — в одиночку, манипулами или легионами, как им удобнее — все явились к нему принять участие в борьбе за свободу.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ан пыр, шиклентӗн эппин киле пӗччен кайма.

Небось побоялся один домой идти.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

— Ӑҫта кайӑн эс пӗччен?

 — Куда ты один-то пойдешь?

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Эпӗ кӑна пӗччен тӑрса юлнӑ, вара эпӗ те пысӑк курӑк ӳсекен ҫӗре чупрӑм.

Я один остался и побежал, где большая трава.

Эпӗ пуринчен лайӑхрах пытанни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вара: мана пӗччен ларма кичем пулать, эпӗ макӑратӑп, терӗм.

А я сказал, что мне скучно будет, и я буду плакать.

Эпӗ слива ҫисе чирлерӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир виҫҫӗн, кашкӑр пӗччен кӑна.

Нас трое, а волк один.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Вӑл халь пӗччен марри ҫинчен кала.

— Про то, что она теперь не одна.

Каникул пӗтрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Паян Анна Ивановна класа пӗччен мар, пӗр пысӑк хӗрачапа килсе кӗрет, ку хӗрачана Валя тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл пионервожатӑй, тесе пӗлтерет.

Сегодня Анна Ивановна вошла в класс не одна, а с большой девочкой и сказала, что зовут эту девочку Валей и что она будет у них пионервожатой.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех