Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каҫхине сăмах пирĕн базăра пур.
Каҫхине (тĕпĕ: каҫхине) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат хыҫҫӑнхи тума кун каҫ енне сулӑнсан е каҫхине кафене, ресторана, театра, чаплӑ ларӑва, пӗр-пӗр ҫемьери уява, ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлама кайнӑ чухне тӑхӑнаҫҫӗ.

Послеобеденную одежду носят во второй половине дня или вечером в кафе, ресторане, на послеобеденном чае, в театре, концерте, на торжественном собрании, семейном вечере, на дне рождения и т. д.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Туй мӗнле те пулин организацин клубӗнче пулмалла пулсан, ҫамрӑк мӑшӑр ЗАГСран киле каять, каҫхине пур хӑна та пуҫтарӑнсан тин клуба пырать.

Если свадьба состоится вечером в клубе какой-нибудь организации, то молодая чета едет после регистрации домой и на свадебное торжество появляется, когда все гости уже собрались.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тепӗр кунне туй пулать пулсан, туя ҫак каҫхине хӑнара пулнисене чӗнмесен те юрать.

Если на следующий день празднуют свадьбу, не обязательно звать тех, кто принимал участие в проводах холостяцкой жизни.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫав тери хӑватлӑ эрехсем ҫак каҫхине ытлашши.

Крепкие спиртные напитки на этом вечере излишни.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫак каҫхине сӗтел ҫине сивӗ апат-ҫимӗҫ, ӗҫмеллисенчен — лимонад, сӑра, хӗрлӗ эрех лартмалла.

В этот предсвадебный вечер можно накрыть холодный стол с лимонадом, пивом, вином.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

«Каҫхине пырса курма» чӗннӗ пулсан, 22 — 23 сехетсенче каймалла.

Если приглашали «зайти вечером», уходят около 22-23 часов.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кил хуҫи пӗччен хӗрарӑм пулсан, килекен хӑнасене ҫак каҫхине хӑйне кил хуҫи вырӑнне тытма ирӗк илнӗ ҫывӑх юлташӗ йышӑнать.

Если хозяйка одинокая женщина, то гостей может принимать ее ближайший друг, который в этот вечер принял на себя обязанности хозяина.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Каҫхине сакӑр сехетсенче киле каймалла.

Уходят с него не позднее 20 часов.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Уйрӑм ҫынсем патне хӑнана кайса килме пӗр-пӗр каҫхине е канмалли кунсенче (12 сехет иртсен) аванрах.

Кратковременные частные визиты наносятся в основном вечером и в выходные дни после 12 часов, ни в коем случае не в обеденное время.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӗнер каҫхине Утламӑш ҫыннисем вӑрман вӑрласа каснӑ, хам куҫпа хам куртӑм…

Вчера ночью утламышские мужики украли лес, своими глазами я видел…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ӗнер каҫхине ҫак ялсем вӑрман вӑрласа килчӗҫ.

— Да вчера, вчера ваши деревенские лес украли!

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каҫхине хамӑр пата леш Шартиван кукки тапак туртма килсе ларнӑччӗ…

А вечером с Сертиваном дома у нас посидели, покурили…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каҫхине ҫумӑр ҫуса иртрӗ.

К ночи пошел дождь.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шӑматкун каҫхине кӑштах ҫемҫетрӗ.

В субботу непогода поутихла.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Иртнӗ каҫхине урамрах выртса ҫывӑртӑм.

И прошлую ночь скоротал на улице.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шухӑша кайнӑ Тимрук пӗр каҫхине Ильяс пирки ашшӗнчен ҫине тӑрсах ыйтрӗ.

Тогда Тимрук задумался не на шутку и настойчиво стал пытать Шерккея, куда подевался Ильяс.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каҫхине ӑна Шерккей хӑйӗн инкеклӗ пурнӑҫӗ пирки кала-кала кӑтартрӗ.

Вечером Шерккей поведал хозяину о своих несчастьях и бедах.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

А хӑвӑр ҫав каҫхине, пуҫанӑрпа иксӗр…

Про то, как вы со свояком той ночью…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кун ҫутипе ҫакӑнтан хӑпарса анмашкӑн тем мар пуль те, тӗттӗм каҫхине тесен Алапи хӑй епле ҫӳрекелет-ши?

Днем по ним взбираться небезопасно, а уж что говорить ночью, и как Алаба, хромой, карабкается по ним?

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Каҫхине мухмӑр пусать пуль тетӗп-ҫке?

— Похмелье, скажу тебе, ежели его вовремя поправить, никогда не мучает.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех