Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрамасть (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрамасть кӳрентерме!

Народы нельзя обижать!

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юрамасть пӗчӗк халӑхсене картмасӑр тӑма.

Нельзя ни в чём обездолить малые народности.

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юрамасть чирлеме халь, вӑхӑт ҫук.

Нельзя хворать, некогда.

Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ман мӗншӗн йӑтма юрамасть? — хирӗҫлет Владимир Ильич.

А мне отчего нельзя? — возразил Владимир Ильич.

«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юрамасть капла, — шухӑшлаҫҫӗ курсантсем.

— Не годится так, — решили курсанты.

«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Ҫапах та пӗччен ватӑсене манса хӑварма юрамасть, — каллех ҫирӗппӗн хушса хурать Владимир Ильич, — Совет влаҫӗ пулӑшмасан тата кам пулӑштӑр вӗсене?

— Одиноких стариков нельзя забывать, — снова вставил Владимир Ильич. Кто о них позаботится, если не Советская власть?

Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫав чыс вӑл чухӑн хресченсемпе рабочисемшӗн, вӗсен ывӑлӗсемшӗн ҫеҫ, кулаксемпе дворянсен ывӑлӗсене Хӗрлӗ Ҫара илме юрамасть, Хӗрлӗ Ҫар командирӗсемпе военкомӗсем пулма коммунистсене ҫеҫ ямалла, тенӗччӗ унта.

Что эта честь даётся беднякам, рабочим, всем трудящимся и их сыновьям, что кулацких и дворянских сынков нельзя пускать в Красную Армию, что командирами и военкомами в Красную Армию нужно посылать коммунистов.

Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юрамасть хулари ҫынсен выҫӑпа вӗлерме.

Нельзя допустить, чтобы люди в городах погибали от голода.

Ялсемпе хуласем тӑрӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Советлӑ Республикӑна ҫӑлас тесен, пӑхса тӑма юрамасть.

На всякие жертвы надо пойти во имя спасения Советской Республики.

Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Тӑхтама юрамасть, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах.

И скорее, скорее.

Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Пӗрне те кая хӑварма юрамасть.

Всё неотложные.

Йывӑр урок // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

— Кая хӑварма юрамасть, халех кӗмелле, — хушса хурать тепри.

— Безотлагательно, — добавил другой.

Пӗлмесен — вӗренӗпӗр // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Каллӗ-маллӗ утма та юрамасть хуть: стена витӗр пӗтӗмпех илтӗнет: «Кам утать унта Фофанова патӗнче?» — теме пултараҫҫӗ.

Даже пошагать свободно нельзя: через стену услышат. Скажут: кто там у Фофановой ходит?

Смольнӑя // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Иртессе йӗркеллех иртет пуль-ха та, анчах кунашкал хӑрушӑ вӑхӑтра капла теветкелленме юрамасть.

Наверное, обойдётся, но нельзя так рисковать в такое опасное время!

Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫут тӗнчере пӗр хӑвна ҫеҫ юратма юрамасть: Тепӗр ҫыннан хуйхи сан хуйху пулмасан, Тепӗр ҫыннӑн савнӑҫӗ сана савӑнтармасан, Тепри кулнӑ чух эс кулма пултараймасан, Мӗн тума килнӗ эс ҫакӑ ҫут тӗнчене?

Нельзя на свете любить лишь себя одного: Если горе другого — не твое горе, Если счастье другого тебя не радует, Если смех другого не вызывает смех у тебя, То зачем ты явился в этот мир?!

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тӗрӗс, нумаях пичетленме тӳр килмерӗ-ха ман, мӗнпурӗ те пӗр журнал та хӗрарӑмсен календарӗ кӑна, ҫавӑнпа пушшех те, апла аллӑма ҫыхма юрамасть.

Конечно, мне еще мало удалось напечатать, у меня на счету пока только журнал да женский календарь, но тем более, значит, нельзя себя по рукам связывать…

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Кам юрамасть тет-ха сана?!

— Да кто же говорит, что нельзя.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫук, ун пек юрамасть.

Не будем.

Влаҫ — советсене // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юрамасть, юрамасть урӑх кунта юлма.

Нельзя дольше здесь оставаться.

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

«1905 ҫулхи революцие пусарчӗҫ, анчах уншӑнах алӑ усма юрамасть.

Революция 1905 года потерпела поражение, но надо не падать духом.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех