Шырав
Шырав ĕçĕ:
Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах пухура Крапивин ялти ялхуҫалӑх юлташлӑхне ҫаратакансем чӑн-чӑн тӑшмансем, вӗсене пулӑшаканӗ те тӑшманах терӗ те, Сӑпани, хӑюлӑх тӗлӗшпе нумай арҫынран ирттерекен хӗрарӑм, унпа калаҫма мар, кайран патне пыма та хевте ҫитереймерӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, ӗмӗр тӑршшӗпех ӑна питех итлемен эпӗ, кайран ялан эпех тӗрӗс мар туни курӑнатчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайран тата — калама намӑс! — халӑх нушине тӗн пулӑшнипе чакармашкӑн май килессе ӗненсе пӑрахрӑм.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑр пуҫне юлташлӑх казначейне Лаптев Матвей юлташа вӗлересле хӗнесе хӑварнӑ, лешӗ кайран пульницарах вилсе кайнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ну, юрӗ, кун пирки кайран, хӑйне тытсан, тӗплӗнрех шухӑшлӑпӑр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Юрӗ-ха, кирлех-тӗк, кайран та тӑн кӗртӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Милици ҫынни те ку ушкӑна ним мар ҫӳренине курсан, Телегин пирвай тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ (ара, хурахсен алли ытла вӑрӑм-ҫке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланӑ ӗҫ пирки сӑмах пуҫланасса тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа, ӳсӗрӗлсе каяс мар тесе, май килнӗ таран сахалтарах ӗҫме, ҫав вӑхӑтрах ыттисен умӗнче куҫран ӳкмесӗр сыпкалама тӑрӑшрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайран, пушансан, ирӗклӗн калаҫса ларӑпӑр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс ҫи, ҫи, кайран ялта ҫав Мӗтри хӑнара та тӑраниччен ҫитереймерӗ тесе ят сарӑн тата.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайран, чылай ҫулсем иртсен, Крапивин пӗр-икӗ хут яла вӑрттӑн килсе кайнӑччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайран темле-ҫке кӳршӗсемпе калаҫса кайрӑм та, вӗсенчен те сӑмакун юхтарнӑшӑн сӑптӑрса илнӗ иккен вӑл.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков тусӗсем пирвай темле юрӑ ӗнӗрлекелерӗҫ, кайран Мина тахӑшне пикенсех ятлама тытӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков та Сидор утарне ҫитсен пӗрремӗш кун ыттисемпе танах ӗҫрӗ-ҫирӗ, кайран эрех-сӑра патне кӑмӑл туртмарӗ унӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унсӑрӑн кайран, Ванькка таврӑнсан, пӑтӑрмахсем тухма пултараҫҫӗ…»
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин вара пӗлет: яла отряд килсе кайни кайран Ваньккана ай-яй пулӑшма кирлӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вара сана кайран, вӗҫне тухсан, чӑннине пӗтӗмпех каласа парӑп.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин вӑл лӑпланиччен нимӗн шарламасӑр ларчӗ, кайран тин ӑшшӑн ыйтрӗ: