Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑт сăмах пирĕн базăра пур.
вӑхӑт (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн, ӗне сӑвакансен, вуникӗ сехетчен канмалли вӑхӑт

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӗне сума вӑхӑт, юлташсем! — гитарине тумбочка ҫине хучӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмест — пӗччен пурӑнакан карчӑка Глафира тип шар кӑтартать: столовӑй буфетӗнче пулӑ туяннӑ чух ӑна укҫа тӗрӗс тавӑрса памасть — пӗр тенке яхӑн улталать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен — сакӑрвунӑ ҫулхи Мавра Веселова колхозницӑн пилӗк уйӑхри сысни аптраса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑхӑт тӑххӑр ҫитесси вунӑ минут анчах! — савӑнчӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑхӑт пӗлмеллеччӗ пирӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хусахмат ҫумӗнчи ҫырмара Изамбаев хирӗҫ килекен ҫынран вӑхӑт ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫын вилнӗ тесе пурнӑҫ сехечӗ чарӑнса лармасть — вӑхӑт малалла ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ӑш хыптармӑш каччӑн амӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — пӗр кунхине Альбина кӳршӗ яла кайма тухсан ешӗл люцерна уйӗнчи ансӑр урапа ҫулӗ ҫинче ӑна кӗтмен ҫӗртен Илюш хирӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӑхӑт пурччӗ те вӗсене майлаштарма мехел ҫитертӗмех.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Кӗҫҫеленсе ҫитӗнекен ем-ешӗл калча — хӑйне евӗрлӗ шӑналӑк иккен: ун айӗнче тырӑ чылай вӑхӑт хушши пӗр пӑсӑлмасӑр упранать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, эпир, Упандировпа иксӗмӗр, столовӑйра пӗр сӗтел хушшинче апатлантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ кресло ҫинче тӗлӗрсе е шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыракан юлташсем мӗнле ӗмӗтпе инҫе ҫула тухма шут тытнине кӑштах чухлаттӑм ӗнтӗ: Лисукпа Ваҫук, халь кӑна пӗрлешнӗскерсем, Казахстана ӗҫлеме кайнине, вырӑссем пекрех каласан, туй ҫулҫӳревӗ вырӑнне хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Халь ман санпа аппаланма вӑхӑт ҫук — Павӑл Шупашкартан пуҫлӑхӗсене илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ман халь сирӗнпе калаҫса тӑма вӑхӑт ҫук — Юманлӑха васкатӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чиртен сывалнӑ хыҫҫӑн Хура Качака ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулмарӗ: культура институтӗнче хӑй тӗллӗн вӗренекенскер Хусана экзамен тытма кайрӗ, унтан июль вӗҫӗнче кӑна каялла таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Килте — выльӑх-чӗрлӗх, ача-пӑча, клубра йӗркеллӗ ӗҫлеме вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Павӑлпа Роза Ҫеклук кинемее ҫавӑтса кӗчӗҫ, ӑна: «Ма паянах ман валли вилӗм ҫук-ши?» — тесе ахлатаканскерне кӑмака хыҫӗнчи кравать ҫине вырттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пирӗн халь тӗнче ҫинчен мансах юмах ярса тӑма вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Елен вара кӗске вӑхӑт хушшинчех нумай ача тума тӳр килнӗшӗн пӑшӑрханать текен сас-хура пур.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех