Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман тӑрӑх пӗрре савӑнӑҫлӑ, тепре салхуллӑ юрӑ чӗрене ҫӗклентерсе те ыраттарса, кайӑксен ҫепӗҫ юррипе пӗрлешсе таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсем вӑрман илемӗпе пачах та интересленмен пек сукмак тӑрӑх юрӑсем юрласа утрӗҫ, тӗрлӗрен шӳтлӗ халапсем каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унта та кунта вӑрман илемне татах та ҫӗклентерсе шӑна кӑмписем курӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑрман тӑрӑх утрӑм, кӳлӗ куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Кайран тата вӑрман хӗррине ларса кантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑрман шӑпланман-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ уй-хир, вӑрман курса ҫӳреме тухам-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑрман та, пӗве те ҫывӑхрах.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача, вӑрман кайӑкне курас тенӗн, йӗри-тавра пӑхкаларӗ, анчах, пуҫри шухӑшӗсем ҫыру ҫинче пулнӑран-ши, нимӗн те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑрман вӑл ҫапла, хытӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӑрман енчен икӗ тараттайкӑпа хӑрӑк шанкӑ турттарса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Хӑшӗсем «ҫыран» леш енчи «пас тытнӑ хунав вӑрман» патнелле аллисене тӑсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Анчах та эпӗ, ӗлӗк-авалах пӗр чаплӑ сунарҫӑ упана хӑратса тытни ҫинчен илтнӗскер, ӑвӑс вулли тӑрӑх вӑрман кушакӗ пекех ҫӑмӑллӑн та шӑппӑн-шӑппӑн хӑпарса кайрӑм та, ха-а-ак! — тесе кӑшкӑрса, упана карт! ҫеҫ хӳринчен туртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Шиклӗ ӗҫченҫе хӑратасран сыхланса, ҫав вырӑнтан шӑппӑн-шӑппӑн пӑрӑнтӑм та тӗттӗм ҫӑкалӑха кӗме тӑтӑм кӑна эпӗ — кӑвак тумлӑ вӑрман хуралҫи кӑшт ҫеҫ ман ҫине пырса тӑрӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӳлӗм мар, ытарайми вӑрман кӗтесӗ пек туйӑнчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Умра — сӑртран шыв хӗрринелле кӑтраланса анакан вӑрман хӗрринче — ӗҫ шавӗ кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Республика ҫавӑн пекех, хӑйӗн позицийӗсене 39 пункт чухлӗ лайӑхлатса, вӑрман хуҫалӑхне тытса пырас енӗпе тата каяшсене тыткалас ӗҫри тухӑҫлӑх кӑтартӑвӗпе «симӗс рейтингра» 4-мӗш вырӑн йышӑнать.

Республика также занимает 4 место по ведению лесного хозяйства, улучшив этот показатель на 39 пунктов, и по эффективности в сфере обращения с отходами в «зеленом рейтинге».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑрман ячӗ те ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Ӗлӗк ҫав вӑрман хӗрринче, ҫӳлте, шӑп та ҫак Сухатине ирттернӗ те.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Колхоз автомашинисемпе тракторӗсем заведующи валли ҫӑвӗпех вӑрман турттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех