Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрушӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрушӑ (тĕпĕ: хӑрушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна курсан Лось хӑрушӑ меслетпе усӑ курма шутларӗ: ку — аппарат карланкине пӑрни, ҫакӑ сирпӗнӳсен тӗнӗлне вӗҫев траекторийӗнчен тайӑлтарма кирлӗ.

Тогда Лось решился применить опасное приспособление — поворот горла аппарата, чтобы отклонить ось взрывов от траэктории полёта.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эсӗ хӑрушӑ ча евӗрлӗ.

— Ты похож на страшного ча.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унран сарӑлаҫҫӗ ҫав чашлату та чӑштӑртату, вӑйлансах пыракан хӑрушӑ кӑштӑр-кӑштӑр.

От неё шло это шипение, шуршание, усиливающийся, зловещий шорох.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манӑн пуҫ купташкине ҫапса катасси — хӑрушӑ ӗҫ, синкер тапӑну.

Расколоть мой череп — ужасное дело, великое покушение.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хулара хӑрушӑ, сехӗрленмелле шӑп.

Было зловеще и тихо в городе.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах тапӑнуҫӑсен йӑтӑнса аннӑ юхӑмӗ салтаксене те, хӑрушӑ машинӑсене те таптаса лапчӑтрӗ.

Но хлынувшие потоки наступающих смяли и солдат и страшные машины.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Капмар сунчӑкӗсене ҫавӑра-ҫавӑра вӗсем ансӑр урамран хӑрушӑ юрӑпа тухса ҫухалчӗҫ.

Крутя огромные зонтики, со страшной песней они скрылись в узких улицах.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпир хӑрушӑ, вилӗ коридорсене Таврӑнмастпӑр.

Мы не вернёмся В страшные, мёртвые коридоры.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Маузер кӗрлевӗ хӑрушӑ.

Грохот маузера был ужасен.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑрушӑ кометӑсем ҫинчен, сывлӑш карапӗсем пирки, тусем леш енче ҫав тери чипер-чаплӑ ҫӗр-шыв пӗтни пирки каласа кӑтартатӑп.

Расскажу о страшных кометах, о битве воздушных кораблей, о гибели прекрасной страны по ту сторону гор.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Пӗчченлӗхӗн хӑрушӑ сехечӗ ҫитсе тӑрсан эпӗ ҫак тумламра каллех сана туйса пайӑрлатӑп.

— Когда настанет страшный час одиночества — я снова почувствую тебя в этой капельке.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗчӗкҫӗ мотор, — ӑна кӗсьере вырнаҫтараятӑн, — шурӑ металл пӗрчисемпе «апатланать», вӗсем вара электричество хӗлхемӗ тухсанах хӑрушӑран та хӑрушӑ хӑватпа пайланма пуҫлаҫҫӗ.

Крошечный моторчик, — уместить его можно было в кармане, — питался крупинками белого металла, распадающегося с чудовищной силой в присутствии электрической искры.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем хӑрушӑ синкертен пуҫланаҫҫӗ: Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулин тӗп хӳтлӗхне ҫӗр чӗтретсе аркатать, нумай-нумай ҫӗр лаптӑкӗ океан тӗпне анать, тинӗс хумӗсем Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ Ҫӗлен ҫӗр-шывне яланлӑхах уйӑраҫҫӗ.

Начались они с большого бедствия: центральная область города Ста Золотых Ворот была потрясена подземным толчком, много земли опустилось на дно океана, морские волны отделили навсегда страну Перистого Змея.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Нумай-нумай ҫак тӗшмӗшлӗхпе кӗрешме май та ҫук, хӑрушӑ та.

Было невозможно и опасно бороться со множеством этих суеверий.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Канаш хӑрушӑ йышӑну тӑвасран хӑратӑп.

Я боюсь, как бы Совет не принял ужасного решения.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑй туймасӑрах ун умне — ҫак ҫӗрлехи ыйхӑ евӗр — Тӳпе ывӑлӗн сӑн-пичӗ тухса тӑчӗ, — юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака, хумханчӑк, ҫине-ҫинех улшӑнакан йӗрсемпе, куҫӗсем пӗрре хуйхӑллӑ, тепре ҫепӗҫ, — Ҫӗр тӗпсӗрлӗхӗ пек хӑрушӑ, чуна аркатакан, аслатиллӗ-кисренӳллӗ куҫсем.

Помимо воли, встало перед ней, как сон этой ночи, лицо Сына Неба, — крупное, со снежными волосами, — взволнованное, с рядом непостижимых изменений, с глазами то печальными, то нежными, насыщенными солнцем земли, влагой земли, — жуткие, как туманные пропасти, грозовые, сокрушающие дух глаза.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ку хӑрушӑ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, — ку тискер пулать.

— Это ужасно, — проговорила она, — это будет ужасно.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тускуб калаҫать, унӑн йӗплӗ сӑмахӗсем ӑнланмалла мар, анчах хӑрушӑ.

Тускуб говорил, и колючие слова его были непонятны, но страшны.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах ҫӑткӑн ихи шӗвӗр ҫунаттисене тӑрна тӗлӗнче сарса хунӑ ӗнтӗ, эрешмен карти хатӗр, хӑрушӑ ча куҫӗсем сенкер чӑтлӑх витӗр тӗлкӗшеҫҫӗ.

Но уже хищный ихи распростёр острые крылья над журавлём, и паук сплёл сеть, и глаза страшного ча горят сквозь голубую заросль.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось сехӗрленсе илчӗ: Аэлита мӗн таран ытарайми чипер, шывран, Аэлитӑн капюшонлӑ плащӗнчен, аллисемпе питӗнчен, сывлавӗнчен, кӗпинчен хӑрушӑ, йӳҫекрех-пылак шӑршӑ киле-киле ҫапать.

Лосю стало жутко: так чудесно красива была Аэлита, такой опасный, горьковато-сладкий запах шёл от воды, от плаща с капюшоном, от рук, от лица, от дыхания, от её платья.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех