Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Маюк, вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑм, ӗҫе яланхи пекех ҫирӗм минут малтан ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Паха енӗсем нумай-ха ун: табак туртмасть, уявсӑр е хӑнасӑр-мӗнсӗр эрех-сӑра ӗҫмест, ӗҫе вӑхӑтра та йӗркеллӗ ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Санӑн ыран У. хулине тухса каймалла пулать, — терӗ мана, тӗпчев институчӗн сотрудникне, ирхине ӗҫе пырсан, хамӑрӑн директор.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Килти ӗҫе ҫырса илме пар-ха, эпӗ сана кайран тавӑрса пулӑшӑп», – тепӗр сӑмах вӗҫсе тухрӗ.

«Дай списать домашнее задание, я тебе потом тоже помогу», – еще одно слово вылетело.

Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437

Сирӗн ӗҫе асӑрхамасӑр хӑвармӗҫ.

Ваши труды не останутся незамеченными.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре йӑлтах йӗркеленӗ, сирӗн ӗҫе хаклӗҫ.

На работе тоже всё сложится наилучшим образом, ваша работоспособность будет оценена по достоинству.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн ятран сехет тивӗҫнине те палӑртма май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуррисемпе те ҫапӑҫнӑ, нимӗҫсене те парӑнтарнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/shurrisempe-te-ca ... tarna.html

Саша, Юра, Сергей, Таня ачисене те хӑйсемпе пӗрле пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтарнине асӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Унтан таврӑнсан вырӑнти фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Ӗҫе типтерлӗ пурнӑҫлакан вӑр-вар хӗре куҫ хывакан каччӑсем те пулман мар.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Пур ӗҫе те парӑнтарма хӑнӑхнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Ярушка каччи пысӑк цехра ӗҫе кӳлӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Ку чухне унӑн сутуҫӑсене ӗҫе мӗнле тӗрӗсрех йӗркелемеллине вӗрентмелле те, условисемпе те тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Анчах та ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеме ура хуракан сӑлтав пуррине те асӑнмасӑр иртмест А.М.Егоров.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ӗҫе тытӑнма ирӗк илсе ятарлӑ вӗренӳ витӗр те тухнӑ - палӑртать «Жилище» Управляющи компанин ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ҫак тапхӑрта ирӗке кӑларнӑ Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗ яни те эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хывнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Доброволецсен организацийӗсем йӗркеленни, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем ятарлӑ ҫар операцисене хутшӑннисене пулӑшас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлени, республикӑри Хӗрарӑмсен, Ашшӗсен канашӗсем те ҫак ӗҫе хастар кӳлӗнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Регион ертӳҫи мобилизацие лекнӗ граждансене Тӑван ҫӗршыва сыхлама ӑсатнӑ чухне чӑваш халӑх йӗркине тӗпе хунине, ҫак ӗҫе ял-йышпа тата культура ӗҫченӗсемпе пӗрле туса ирттернине ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ҫавӑн пекех ҫак ӗҫе волонтерсене те явӑҫтарма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Елена Григорьевна ӑнлантарнӑ тӑрӑх, мобилизациленисен арӑмӗсене ӗҫе вырнаҫассипе йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан та пулӑшу кӳме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех