Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхса (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усламҫӑ, иккӗлентерекен тӗслӗ ылтӑн вӑчӑрипе хӑмсарса, ӑна хирӗҫ тарӑхса кайнӑ сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

В ответ ему негодующе гудел продавец, размахивая сомнительно-массивной золотой цепкой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах: ҫултан инҫетре те мар, ҫынсем пӗр-пӗрне ним маршӑн тарӑхса, тӗрмешме тытӑннӑ; вӗсем витӗрех ҫумӑрпа исленнӗ, йӑл илсе пӗтӗленнӗ шыҫмак ҫӗре хӑйсен юнӗпе шӑварса пӗветме хатӗрленеҫҫӗ.

А неподалеку от дороги в бестолковой злобе топтались люди, готовились кровью своей травить сытую от дождей, обсемененную, тучную землю.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кошевой чӗлӗм туртма юраманни ҫинчен тарӑхса аса илчӗ те хуллен пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ:

Кошевой, с досадой вспоминая, что курить нельзя, тихо шелестел:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗн палкан, мӗн сӗмпӗлтетсе тӑран эсӗ, сӳтӗк ҫӑвар? — тарӑхса пӳлчӗ ӑна ҫавӑнтах тепӗр казак.

— Чего мелешь, чего брешешь, дурья голова? — возмущенно перебил один.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанах вӑл лапкӑн калаҫма тӑрӑшрӗ, анчах юлашкинчен ҫав тери тарӑхса ҫухӑрма пуҫларӗ те, пыр тӗпӗпе тытӑнчӑклӑн хӑйранса тухакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем хӑйӗн тӑван чӗлхинчи сӑмахсемпе чӑлханчӗҫ:

 — Вначале он говорил с видимым спокойствием, но под конец уже с повышенной страстностью кидал горячие фразы; в гортанную ломаную речь его вплетались слова родного языка.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарӑхса кайнӑскер, вӑл саккӑрмӗш куркари чейне ӗҫсе те ямарӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ те сӑхсӑхса илчӗ, унтан, хуҫа пек хӑюллӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа, тин ҫеҫ ҫуса кайнӑ урайне пылчӑклӑ аттипе юри вараласа, пӳртрен тухрӗ.

Обиженный, он не допил восьмой чашки, вылез, перекрестился, ушел, независимо поглядывая вокруг и сознательно грязня сапогами натертый пол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, казаксен ӗшенчӗк те тарӑхса пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, тӗп-тӗрӗс шутласа илчӗ: «Каяҫҫӗ!»

И, сталкиваясь с усталыми, озлобленными взглядами, честно решал: «Пойдут!»

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку тата мӗнле ирсӗр япала! — тарӑхса кайрӗ ҫавӑнтах Меркулов.

— Что за безобразие! — возмутился Меркулов.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алка ҫакнӑ мӑн сухаллӑ казак аванмарланса тата тарӑхса кулса илчӗ те, котелокри вӗри шыва аяккалла сапса ярса, ҫилӗллӗн пӑшӑлтатрӗ:

Бородатый казак с серьгой, смущенно и озлобленно улыбаясь, выплеснул из котелка горячую воду, шепнул:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӑнланатӑп эп, — терӗ тарӑхса Грицько.

— Я понимаю, — взволнованно заговорил Грицько.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Варя итлемен вӑкӑрӗсене куҫҫулӗпех чӗлпӗртен тарӑхса туртнине пӑхса тӑма кулӑшла та, хӗрхенмелле те.

Ему было и смешно и жалко ее, когда она со слезами на глазах тянула за налыгач непослушных быков.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лавҫисем лашасене ирӗк панӑ: хӑшӗ тырӑ ҫине тӑсӑлса выртнӑ та питне картузӗпе хупласа ҫывӑрнӑ; хӑшӗ пулса ҫитеймен арбуз ҫисе пырать, хӑшӗ шӑрӑхпа тарӑхса выртса пырать.

Возчики предоставили лошадям полную свободу: кто спал, растянувшись на зерне и накрыв лицо картузом, кто ел еще недоспелый арбуз, а кто просто лежал, изнемогая от жары.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казаксем тарӑхса вӗчӗрхенеҫҫӗ, утсем канӑҫсӑррӑн тапӑртатаҫҫӗ, вӗсене пӑвансем ҫыртаҫҫӗ тейӗн.

Казаки нервничали, кони беспокоились, будто овод жалил.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ачасем тарӑхса ӳкнӗ, эпӗ акӑ савӑнатӑп.

Ребята возмущены, а я обрадован.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков, тарӑхса кайса, еврее пӳлчӗ те шӑлавар кӗсйинчен якалса пӗтнӗ кошелёк туртса кӑларчӗ.

Досадливо перебил Крючков и полез в карман шаровар за потертым кошельком.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька Коршунов хӑйӗн ураран ура пускаласа тӑракан утне тарӑхса атӑ кӗлипе тапрӗ.

Митька Коршунов досадливо толкнул каблуком своего коня, переступавшего с ноги на ногу.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑрах илемлӗ казак тарӑхса тавлашать.

Немолодой красивый казак горячится:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ санпа ыр сӑмахпа калаҫатӑп, — тарӑхса кайса, пӑсӑрлантарса тӑкрӗ Пантелей Прокофьевич.

Я с тобой по добру гутарю, — озлобляясь, зачастил Пантелей Прокофьевич.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтернӗ чух ӑна Иван Алексеевич тарӑхса кайнӑн пӳлсе хучӗ:

В конце его возмущенно перебил Иван Алексеевич:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр самантра макӑрни — ҫуллахи уяр ҫанталӑкри ҫумӑрпа пӗрех; амӑшӗ, хӑйӗн ухмах, яка мар, хӗрарӑм сӑмахӗсемпе ҫуйӑхашса, Натали пуҫне хӑйӗн путса кӗнӗ хырӑмӗ ҫумне чӑмӑртарӗ; Мирон Григорьевич, тарӑхса ӳксе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Плач в тяжелую минуту — что дождь в майскую засуху; мать прижала к впалому животу Натальину голову, причитая нескладное, бабье, глупое; а Мирон Григорьевич, распалясь, — на крыльцо.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех