Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курнӑ (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитан ҫакна та пӗлтерет: шлюпкӑна шыва антариччен вӑл пӑхмалли трубапа ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынна курнӑ имӗш; вӑл вӑрманалла питӗ хӑвӑрт кӗрсе ҫухалнӑ.

Капитан показал, что перед спуском шлюпки был усмотрен им в зрительную трубу человек, стоящий на берегу; он быстро скрылся в лесу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Эпӗ унӑн хул пуҫҫи ҫинчи хӗрлӗ тӑмхана хам куҫпа хам курнӑ.

Я сам видел на плече у него красное клеймо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тата ҫавӑ, шлепкинчен бант ҫаклатса янӑскер, куҫ тӗлне пулчӗ, виҫӗм кун каҫхине хӑшӗ-пӗри сире шӑпах унпа курнӑ.

Еще попался нам этот с бантом на шляпе, которого видел кое-кто с вами третьего дня вечером.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл улмуҫҫие курнӑ та: «Питӗ лайӑх йывӑҫ-ҫке, ку мана юрать ӗнтӗ», тенӗ.

Увидал яблоньку и говорит: — Вот хорошее деревцо; оно мне пригодится.

I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

Ачасем чи малтан ылттӑн тӗслӗ нӑрӑ курнӑ.

Прежде всего дети увидели золотого жучка.

Вӑрманти ачасем // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 7–11 с.

Ҫулла кӑткӑ йӑвине патакпа тӗрткелесен кӑткӑсем чӑшӑлтатма пуҫланине такам та курнӑ пулӗ.

Наверное, все видели, как летом, если растормошить муравейник палкой, муравьи начинают носиться взад-вперед.

I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

— Эпӗ вӗсене курнӑ; чӑн та, пӗр хутчен кӑна, анчах вӗсем питӗ йышлӑнччӗ, лайӑххӑн сӑнаса пӑхма май килмерӗ.

— Я видел их, правда, один раз, но их было чересчур много и нельзя было рассмотреть хорошенько.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гарвей пӗтӗмпех пӗлет, пӗтӗмпех курнӑ, пӗтӗмпех тӳссе ирттернӗ.

Гарвей знает все, все видел, все испытал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сӑпани, юлашки хут эсӗ курнӑ ӑна, мӗнле тумпаччӗ вӑл?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, пӗлсе пӗтер-ха тӗне кӗмен хӗрарӑма: те пулӑшӗ вӑл, те пӗтерсе хурас тейӗ хӑйне хурахсем патӗнче курнӑ кӳнтелене.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кайран, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, тепре курнӑ эпӗ ӑна, — терӗ вара ҫакӑ утамана Телегина хирӗҫ ҫавӑрас пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Ванькка ку ҫынна таҫта курнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл сухаллӑ арҫынна унччен курнӑ пек туйрӗ, анчах тимлӗрех пӑхса ӗлкӗреймерӗ, лешӗ, Калюкова хулран ҫавӑтса, тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани тахҫан ашшӗ лавккинче сутӑ туса курнӑ, унашкал пирус ҫав тери хаклӑ тӑнине лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ахаль те ҫӳрекелерӗм, — терӗ Сӑпани, тен, кусем хӑй пӳрт патӗнчен айккинелле кайса килнине курнӑ пулӗ тесе; вара хайхи, ҫӳремен тесен, шанӑҫран тухма пулать-иҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ ӑна унччен те пӗр пысӑк ӗҫре тӗрӗслесе курнӑ, ҫавӑнпа хама шаннӑ пекех шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таҫта курнӑ пек ку хуҫана.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сехечӗ кӗмӗлрен, хам курнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл хушнине итлесе, Ванькка чугун ҫул хӗрринчи ҫак пысӑк ялта, унччен уес центрӗ те пулса курнӑ, халӗ кӗҫех район центрӗ пуласскерӗнче, хӑйне ӗҫ шырама килнӗ ҫын пек кӑтартса, пасарпа хӗреслӗ урамри карчӑк патне хваттере вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр енчен, хула ҫыннисене пит пӗлсех каймастӑп та… — терӗ Сӑпани, ҫак таҫта курнӑ ҫынна ниепле те аса илеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех