Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкернӗ (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах май, Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫинче Андриян Николаевӑн портретне ӳкернӗ.

Кстати, на одном из домов по улице Хевешской в Чебоксарах ранее был нарисован портрет Андрияна Николаева.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокурова ӳкереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34859.html

Улӑхалла чупса аннӑ Зина Урпаш хӗррипе нумай та утайман — ӑна пӑр ҫапса ӳкернӗ, чунӗ тухмалӑхах пуҫне шӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юрлӑ ту тӑрринче тӑлӑххӑн ларакан чӑрӑш ӳкернӗ конверта уҫсан унтан духи шӑршиллӗ хут листисем кӑлартӑм та ҫак йӗркесене вуларӑм:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Фестивальте ӳкернӗ фотосене https://vk.com/album-136634421_292585898 ссылкӑпа пӑхма пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Сюльдяшова персе ӳкернӗ пулсан вӑл тарса хӑтӑлма та пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эпӗ ҫапа-ҫапа ӳкернӗ кашни тӑшман вырӑнне вуншар тӑшман пырса тӑчӗ, ниҫта тухма ҫук темиҫе хут ункӑна ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сан куҫу умӗнчех ҫапса ӳкернӗ вӗт-ха ӑна…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мужиксем пусса ӳкернӗ сурӑх пек, пуҫӗсене ҫӗклеме те хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акӑ, ҫакӑнта, хӑйне сӑваплӑ юман ҫапса ӳкернӗ ҫӗре пытарӑр ӑна, — хушрӗ Савантере Килтеш пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уяр аҫа ҫапса ӳкернӗ пулсан та Пӑкачав ҫакӑн пек тӗлӗнсе ӳкмен пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ырӑ Киремет хӑй ҫиллине ӳкернӗ, ҫавӑнпа ним паллисӗр ҫухалнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав самантрах ун ҫине ял куштанӗсем сиксе ӳкнӗ, ҫӗре ҫапса ӳкернӗ те хырӑмӗнчен анкарпа яшлаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тавӑрма кирлӗ, тавӑрма! — тесе кӑшкӑрса янӑ Испухан, пуп патне сиксе ҫитсе, ӑна пусса ӳкернӗ, пӑва пуҫланӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Художник пӗр кантур пуҫлӑхӗн сӑнне ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.

Хура тумтирӗ ҫине шурӑ сӑрпа шӑмӑсем, пусма, автан ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хветюка ҫапса ӳкернӗ те пуҫне хутаҫ тӑхӑнтарса хӗненӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чылайччен ларчӗ вӑл тӗнсе, шалтан хуҫӑнса-хӗсӗнсе, пӑчӑртанса-пӑркӑчланса, татӑлса-хуҫӑлса, вӗриленсе-тарласа та кайрӗ, анчах татӑлнӑ «ӗҫӗ» ниепле те сыпӑнасшӑн, алла та, ӑса та кӗресшӗн пулмарӗ: ун куҫӗ умӗнчен астаруллӑ, чее, хаяр кулӑш ура хурса ӳкернӗ «ҫӗрӗк пӗрене» — Горлопанов — сӑнарӗ ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эдгар Берроузӑн «Тарзан» романне тӗпе хурса ҫав ятпах ӳкернӗ нумай сериллӗ кинофильма курман ҫын ҫӗр ҫинче питех те сахал пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мӗнле сарӑмсӑр, ӑспа виҫмесӗр шухса ӳкернӗ сӑмаха йывӑра илчӗ-ши Лена?? — чун-чӗрипе тӑрмаланса ӳпкелешрӗ вӑл пӳлӗм тӑршшине каллӗ-маллӗ вуншар хут та утса тухнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрлӗ площадьре ӑна халӗ ытларах Почтамт ҫӳрчӗн фронтонӗ ҫине ҫакнӑ куккурус уйӗн фонӗ ҫинче ӳкернӗ Н.С.Хрущевӑн самаях курӑмлӑ портречӗ асра юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех