Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
ӗлӗк (тĕпĕ: ӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам ун шучӗпе ытлашши «тӑпӑлтатать» — вӗсене юратман вӑл, пуринчен ытла — службӑра ӗлӗк унпа пӗрле пулнӑ, халӗ отставкӑри офицер «тӑпӑлтатать» пулсан.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗлӗк, Мускав перронӗ патнелле ҫывхарнӑ чух, Завьялов яланах чӳречерен е тамбурти алӑкран пуҫне кӑларса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗлӗк тӗк пухакан Катакулла тутар ҫӳретчӗ ҫавӑн пек килрен киле.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗлӗк амӑшӗ ӑна пахчаран чӗкӗнтӗр ҫулҫи татса кӗме хушатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Илтнӗ-и эсӗ, Егор Кондратьевич, ӗлӗк туйсем еплерех пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак ҫырмасенче ӗлӗк пилӗк таран курӑк ӳснӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫак ферма тӗлӗнче ӗлӗк пӗр тутара хӗнесе вӗлернӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗлӗк килти кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернине ӳкерме пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ӗлӗк, Йӑршшу шывӗ урлӑ кӗпер пур чухне унпа утатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Ӗлӗк чӑваш ҫӗршывӗ тӑрӑх Атӑл шывӗ мар, Лета шывӗ юхса выртнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗлӗк мандатсӑрах ҫыраттӑн.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ара, эс ӗлӗк вырӑсла куҫарса аппаланмастӑнччӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗлӗк вӑл мана литература ӗҫӗнче манран 2-3 ҫул аслӑрах пичче пек курӑнатчӗ пулсан, халӗ 20-30 ҫул аслӑрах мучи пек курӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗлӗк эпир ҫӗрулми тӗпсакайӗнче усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Тӗлӗкре те тӗлленмен ҫав ӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Ҫапла, ачамсем, Чемей ӗлӗк те паттӑр ял пулнӑ, халь вара тата паттӑртарах…

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Вӗсем ӗлӗк тӗрлӗ страшник-справник таврашне пайтах ҫехӗрлентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Хальхи Кузбасс ӗлӗк Томск кӗпӗрнине кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ӗлӗк ҫак чул татӑкӗ евӗр утрав ҫинче техникӑна пӑхса тӑракансем пурӑннӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ылмаштарса улшӑнса тӑнӑ.

Раньше на этом труднодоступном острове-скале жили смотрители, которые занимались техническим обслуживанием маяка и поочередно сменяли друг друга.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

— Атти, ӗлӗк эсӗ услама ҫӳренӗ чухне мана апипа пуп вӗлерешшӗн пулчӗҫ, мана тулькко лаша ҫӑлчӑ, — тенӗ.

— Отец, когда ты ездил по торговым делам, меня мать с попом решили убить, меня спасла только лошадь.

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех