Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗмӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
Ӗмӗрне (тĕпĕ: ӗмӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санран ӗмӗрне те нимӗн те пулас ҫук!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ӗмӗрне пулман ун пекки!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Сирӗн ӗмӗрне те юман вутӑ пулман!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кун пекки те ӗмӗрне пулман…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ӗмӗрне килсе кӗмӗ, урамра курсан та сывлӑх сунса пуҫ таймӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

«Ӗҫ вӑл ӗмӗрне те пӗтмест: эс вилсен сан вырӑнна тепӗр ҫын лармалӑх та, вӑл вилсен урӑххине ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлеме те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫапла вара ҫемье ҫавӑрмасӑрах ӗмӗрне ирттернӗ, 38 ҫул шкулта техничкӑра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Вӑрҫӑ киле юлнисене те, вут-ҫулӑм ӑшне кайса кӗнисене те шеллемерӗ — нумай ҫыннӑн пуҫне ҫирӗ, нумай ҫыннӑн ӗмӗрне кӗскетрӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпир ӗмӗрне курман кӗпе-тумтирпе чалкӑштарса ҫӳремелле те тутлӑрах ҫимелле — ҫавна ҫеҫ пӗлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн ашшӗ пирки ялта: «Суту-илӳ ӗҫне май ҫук ӑста, ӗмӗрне лавккарах ирттерет пуль ӗнтӗ, пин ҫынна лартсан та, хӑй пӗрре ларас ҫук», — тесе калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирӗн ҫӗрӗк урапа ку йӗрпех хӑлтӑртатсан, ниҫта та ним те улшӑнмасан, тен, ӗмӗрне те хуса ҫитеймӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ярабаев пек ҫын председательте ӗҫлесен колхозра ҫитменлӗх ӗмӗрне пӗтмест, колхозӗ хӑй пуҫӗпех пӗтме пултарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта Леонард Левый сӑмах илнӗ май, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас тӗлӗшпе ӗмӗрне ирттернӗ Улӑп Елчӗк тӑрӑхӗнче те шкулсем уҫни, унӑн еткерлӗхне упрас тӗлӗшпе туса пыракан ӗҫсем, округӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Халь ӗнтӗ чечек, хӑрсах каймасть пулин те, ерипен шурма пуҫлӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне малалла тулли сӗткенсӗр ирттерсе ярӗ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анчах эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта пӗр япалапа кӑна нихҫан та килӗшесшӗн мар: санӑн ӗмӗрне те ватӑлас килмест.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ӗмӗрне ним манманччӗ…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Маринӑпа Тимахван мучи мана ӗмӗрне те каҫарас ҫук», — пӑшӑрханса шухӑшларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эп сана ӗмӗрне те пӑрахман пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— «Караҫӑма хирӗҫ пулсан ӗмӗрне те ҫӑвар уҫмастӑп!» — ҫакӑн пек тупа тунӑччӗ эп.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех