Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыртса (тĕпĕ: ҫырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑва йӑтаканнин аллине кӑткисем аванах ҫыртса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Тӗрмери Анук алӑ шӑнӑрне ҫыртса татать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ним тума аптранипе Лукарье тутисене юн кӑларас пек ҫыртса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗрсе кайнӑ Михха ним тума аптранипе тутине ҫыртса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Праски те, Анук шӑртланнине илтмен пек, кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Кин, кин… Иксӗр мӑшӑрланса пурӑнма пуҫласан, юрату та килӗ. Эпир те ашшӗпе, хӗрпе каччӑ чухне, пӗр-пӗрне пӗлмен. Мӑшӑрлантӑмӑр та чунтан юратакан пултӑмӑр. Ак ӗнтӗ вӑтӑр ҫула яхӑн килӗштерсе пурӑнатпӑр. Эсир те ҫавах пулӑр. Сӗтел хушшине лар та пирӗн ҫӑкӑра ҫыртса пӑх, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пек чухне шӑла ҫыртса ирттерме хӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурпӗрех нимӗн те каласа парассӑм ҫук сире! — ыратнипе ним тума аптраса кӑшкӑрса ячӗ те вӑрӑ-хурах шӑлне ҫыртса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах тӑна кӗнӗ пек пулса, Лукарье ҫине тимлӗнрех сӑнаса пӑхрӗ те, унӑн умӗнче хӗрарӑм мар, кирек-камӑн пырне те ҫыртса татма хатӗр кашкӑр ами тӑнӑн курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье сасартӑк Якур аллине ярса тытрӗ те йӗп пек ҫивчӗ шӑлӗсемпе ҫатӑр ҫыртса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чух ҫак Чиканах, теме пула, картишне тухнӑ Вовӑна ҫыртса илнӗччӗ, чӗрнисемпе чӗрмелесе, кӗпине ҫурса янӑччӗ, ӳтне те шӑйӑрнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринне кашкӑр сылтӑм хӑлхине ҫурри таран ҫыртса татнӑ, теприн ӗнси патӗнчен юн юхать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова тӑруках илме именсе тӑчӗ, унтан, тен, ҫӗрулмине те парӗ тесе, пашалу татӑкне аллине илчӗ, пӗр ҫӑвар ҫыртса, чӑмлама пуҫларӗ, часах каялла сурса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Сахар кӗлечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун алӑкне хӑлӑпӗнчен ҫыртса уҫрӗ те тутине мӗкӗлтеттерсе, унти сӗлле кӗмпӗртеттерсе ҫиме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алексей Адашев, боярсен хыҫӗнче сӗтел хушшине лартман хӑна пек шӑлне ҫыртса тӑраканскер, хӑй тӗллӗн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кулӑшла сӑмах-юмах чухне ӑшра кулаҫҫӗ, килӗшӳсӗр калаҫӑва шӑла ҫыртса тӑнлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакна шӑла ҫыртса пӑхса тӑнӑ ӑстасем тӳсрӗҫ-тӳсрӗҫ те юлашкинчен ҫыран хӗррине ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑмламас чакака пӑрахса тарчӗ, анчах чакакӗ… ҫук, вӗҫеймест, йытӑ ӑна ҫыртса амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Темӗнле чылай пысӑк муклашка пекскерне ҫыртса хыпаҫҫӗ те вӗҫсе хӑпараҫҫӗ, анчах муклашки ҫӗре ӳкет, куракӗсем вара каллех ҫав муклашка ӳкнӗ тӗле анса лараҫҫӗ, темскере турта-турта ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех