Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуннӑ (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ чӑннипех те ҫуннӑ ҫын пекех.

— Я в самом деле, как погорелец.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сулӑн пӗр кӗтесне тӑпрас сарнӑ, ун ҫинчех кӑвайт ҫуннӑ, кӑвайт патне кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ пӗр мужик кукленсе ларнӑ, вӑл аллисене вут ҫине тытса ӑшӑтнӑ, ҫав вӑхӑтрах улпутсем енне хӑяккӑн пӑха-пӑха илнӗ.

В углу плота насыпана груда земли, на ней горел костер, и какой-то мужик в полушубке, сидя на корточках, грел руки над огнем и искоса поглядывал в сторону господ.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

(Ҫав хут ҫуннӑ хыҫҫӑн куҫа курӑнман укҫа пулса тухать-мӗн).

которая, сгорая, обращалась в невидимые деньги,

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах нимӗнле бандитсем те пулман: Чжао Юй-линь касса купаласа хунӑ ҫапӑ ҫеҫ ҫуннӑ.

Но никаких бандитов не оказалось: просто горел нарубленный хворост.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӳлӗмӗн малта кӗтессинче лампада ҫуннӑ, ун йӑваш ҫутинчи турӑш сӑнӗсем шухӑшсӑррӑн, тӗксӗммӗн палӑрнӑ.

В углу комнаты, освещенные огнем лампады, смутно рисовались лики икон, безучастные и темные.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл та, ман пекех, фронта питӗ каясшӑн ҫуннӑ.

Он, так же как и я, рвался в бой.

1. Ҫулпуҫ сӑмахӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Йӗпе туратсем аран-аран ҫуннӑ, чӑшӑлтатнӑ, тӗтӗм мӑкӑрланнӑ.

Мокрые ветки горели с трудом, шипели и дымились.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Ҫакӑн пек предани пур: парфянсен патши Красӑн пуҫне касса татма хушнӑ та ун ҫӑварне шӑратнӑ ылттӑн яма каланӑ: «Тӑран ӗнтӗ, пурӑннӑ чухне эсӗ ҫак металлшӑн пит ҫуннӑ», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Чарса пӑрахнӑ курайманлӑхпа тарӑху ҫуннӑ.

Она устремила на нее сверкающие ненавистью и отчаянием глаза.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тӗтӗм йӑсӑрланса тӑратчӗ, тавраналла ҫуннӑ какай шӑрши сарӑлнӑччӗ.

Дым стоял, а вокруг пахло сгоревшим мясом.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах Спартак хӑвӑрт пынӑ пулсан, Красс легионӗсем те хӑвӑрт пынӑ, паҫӑр каланӑ ӗҫсем хыҫҫӑн вӗсем пур йывӑрлӑхсене те ҫирӗппӗн тӳснӗ, ҫӗнӗ ҫапӑҫусем тӑвасшӑн ҫуннӑ.

Как ни быстро шел Спартак, с неменьшей скоростью шли легионы Красса, на которых, децимация оказала сильное воздействие..

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗрлӗрех ҫӳҫӗ хушшинче шурӑ пичӗ ытларах палӑрса тӑнӑ хӑюллӑ кӑвак куҫӗсем йӑлтӑртатса ҫуннӑ.

На фоне рыжих волос выделялось белое лицо, ярко горели голубые глаза.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Прошка малтан ку корпуса кӗме хӑранӑ: унта яланах шав пулнӑ, кӑмакасем ялкӑшса ҫуннӑ.

Прошка сначала боялся этого корпуса, где стоял всегда такой шум и так ярко горели печи.

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Руда ваклакан ҫӗрте кашни ир кӑвайт ҫуннӑ.

В том дворике пожога, где били руду, по утрам всегда горел костер.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Хӑлхи илтмен хуралҫӑ Евтифей, хурал пӳрчӗн чӳречинчен пӑхса, тем мӑкӑртатнӑ, рабочисем чӑнкӑ пусма тӑрӑх аялалла, домна кӑмаки патне аннӑ, кунта, тӗттӗм те анлӑ корпусра, ялан савӑнӑҫлӑн ялкӑшса вут ҫуннӑ, ун тавра сӑран саппун ҫакнӑ рабочисем пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Глухой сторож Евтифей выглядывал из окошечка караульни и вечно что-то бормотал, а рабочие спускались по крутой деревянной лесенке вниз, к доменной печи, где в темном громадном корпусе всегда теплился веселый огонек и около него толпились рабочие в кожаных фартуках — защитках.

II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Анчах ниҫталла та тарма май килмен — пур енче те вут ҫуннӑ.

А никуда нельзя — всё огонь да огонь.

Мучи каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Коробка ҫиелтен ҫап-ҫутӑ ҫуталса кайрӗ, пӗчӗк йӑранӗсем те, хупӑлчи те кӑмрӑк ҫуннӑ пек хӗрелсе кайрӗҫ.

А там коробочка вся сверху засветилась, и в канавках, на крышке, стало красно, как уголья.

Эпӗ плиткӑран хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Метробин ӗҫес килнипе ӑшӗ хыпса ҫуннӑ.

Метробий умирал от жажды.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кӗтесре хӑрах мӑйракаллӑ ҫу лампи ҫуннӑ.

В углу горел светильник с одним фитилем.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсен умӗнче светильник ҫуннӑ, тата чечек ҫыххисем выртнӑ.

В их честь горела лампада и лежали букетики цветов и венки.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех