Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр урхамахӗн кӑвар пӗкки — ҫичӗ тӗслӗ асамат кӗперӗ — чечексене хӑйӗн ҫӗнӗ тӗсӗсене парнелесе хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тарӑн ҫырмара вунӑ хурӑнпа ҫичӗ хурама, тӑхӑр юманпа пилӗк вӗрене, тӑхӑрвунӑ шӗшкӗ тӗмипе виҫӗ палан, сакӑр пилешпе тӑхӑр катӑркас юп кураҫҫӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таҫти ҫичӗ тинӗс леш енче мар, хамӑр патрах мамонт шӑммисем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ хыҫкаланса киличчен яшкана ҫичӗ хут та ӑшӑтса сивӗтмелле пулать ак.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/

Эппин, касиччен малтан ҫичӗ хут виҫсе пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кашниех шултра саспаллисемлӗ, пуҫланма пурте, унчченех хура хут витӗр ҫичӗ листа ҫине тухмалла пусса ҫырнӑн, пӗр йышши сӑмахсемпе пуҫланаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӑйпе пӗрле ҫичӗ пыра тӑрантарма тивет вӗт-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫичӗ карап тата команда валли 450 ҫын пухнӑ, хальхинче вӗсен хушшинче португалсем пулман.

Снаряжены были семь кораблей и 450 человек команды, португальцев среди них на этот раз не было.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Космос станцинче ҫичӗ кун ӗҫленӗ хушӑра яппун халӑхӗ валли темиҫе тӳрӗ репортаж, яппун шкул ачисем валли кӑтартуллӑ телеуроксем ирттернӗ.

За семь дней работы на космической станции провёл несколько прямых репортажей для японской аудитории, показательные телеуроки для японских школьников.

Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0

Ҫичӗ теҫетке, паллах, сахал мар, анчах Павел Сергеевич хӑйне тыткаланине сӑнатӑп та, ман ӑна пӗрре те ун чухлӗ парас килмест.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Ҫак ӑмӑртура Пӑслӑк ялӗнчи ҫичӗ ҫулхи Арсений Афанасьев чи ҫамрӑк ҫын пулса тӑнӑ, чи асли Хушӑлка ялӗнчи Николай Васильев - 75 ҫулта.

Самым молодым участником забегов стал Афанасьев Арсений из села Базлык - 7 лет, а самым страшим стал Васильев Николай из села Кош-Елга - 75 лет.

"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244

Ирхине ҫичӗ сехетре тӑратӑп та пӗр стакан ӑшӑ ҫӑлкуҫ шывне, чей кашӑкӗ пылпа ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Вӑрҫӑ пӗтес умӗн кӑна 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче Британи самолечӗсем Гельголанд ҫине ҫичӗ пине яхӑн бомба пӑрахнӑ, ҫакӑн валли вӗсене икӗ сехет те кирлӗ пулман.

Лишь под конец войны в апреле 1945 года британские самолёты менее чем за два часа сбросили на Гельголанд около семи тысяч бомб.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Анчах хӑшӗсем ҫав ҫичӗ сехете те ӗҫлесшӗн мар-ҫке-ха!..

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Талакра ҫичӗ сехет ӗҫлетӗн те, ытти вӑхӑт пӗтӗмпех хӑвӑн.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халь ӗнтӗ пирӗн ывӑл ҫичӗ уйӑх тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Манӑн пурӗ те ҫичӗ ӳкерчӗк тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫичӗ ҫулта чухне Светлана, ӑнсӑртран урапа ҫинчен майсӑр ӳксе, сулахай аллине хуҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех