Шырав
Шырав ĕçĕ:
Боецсем пӗр чӗнмесӗр нӳрлӗ ҫиле хирӗҫ утаҫҫӗ.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн халӗ инҫетри юратнӑ хӗрӗ ҫинчен питӗ калаҫас килет, ун ҫинчен — леш унӑн сӑмахӗсене аякран илтме пултарнӑ пек — сывлӑша та пулин, ҫиле те пулин каласа парас килет.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Самолёта ҫиле хирӗҫле ҫавӑртӑм та, аялалла анма тытӑнтӑм.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Старт ҫине ҫиле хирӗҫле тухрӑм, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарма пуҫларӑм.
Мотор ӑса вӗрентрӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Анчах, вӑйлӑ ҫиле пула, ҫирӗпрех пултӑр тесе, ҫак паллӑна вӗсем татах пӗренесемпе ҫирӗплетнӗ.Но так как ветер сдувал полотно, то для крепости прихватили его опять же бревнами.
Япӑх аэродромсем ҫинче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
«Тӑна кӗрсе, лӑпланас пулать», — тенӗ вӑл хайне хӑй, анчах вӑл чарӑнайман, пӗрмаях лашине хӑваланӑ, хӑй ҫиле май кайнине те асӑрхаман.
VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл тем пек пӑшӑрхана пуҫланӑ, вырӑнта тӑрса чӑтайман, — ҫуна ҫинчен аннӑ та; ҫиле май тӑрса, пиҫиххине салтса аялтарахран хыттӑн ҫыхса лартнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мухортый малтанхи пекех ҫиле май тӑнӑ, унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ чӗтренӗ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ҫуна пуҫӗ ҫиле картласа тӑнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Халь паллӑ тӑвӑпӑр, — тенӗ Миките, ҫунана ҫиле хирӗҫ ҫавӑрса туртисене ӗнерчӗк кантрипе ҫыхнӑ та, ҫӳлелле тӑратса, ҫуна пуҫӗ патнелле туртса илнӗ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Анчах Мухортый Миките сӑмахӗсемпе лӑпланман, вӑл пӗртте канлӗн тӑман; урисене ҫӗклесе улӑштаркаласа пуснӑ, ҫиле майлӑ тӑрса, ҫуна ҫумне пӑчӑрӑнса Миките ҫанни ҫумне пуҫне хыҫкаланӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мухортый та ҫав ҫиле юратман, вӑл хӑлхисене лапчӑтса пуҫне силленӗ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Каллех ҫиле хирӗҫ каяс пулать, — тенӗ Микиге.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Лашапа ҫунине вӑл курайман; анчах ҫиле хирӗҫ пынӑран вӑл, вӗсене куриччен, Ваҫили Андрейч кӑшкӑрнипе Мухортый кӗҫӗннине илтнӗ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Авӑн сарайӗнчен иртсен, ҫул ҫиле май ҫаврӑннӑ, вӗсем кӗрт ҫине кӗрсе кайнӑ.Миновав ригу, дорога повернула по ветру, и они въехали в сугроб.
II // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӑйлӑ ҫиле пула юханшыв ҫав тери хумханса кайнӑ, самолёт шыв ҫине перӗнсенех хумсем ӑна унталла та кунталла ывӑтма пуҫларӗҫ.
Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Аэроплана рельс ҫине ҫиле хирӗҫ лартса кӑкарса хунӑ.Аэроплан поставлен на рельсовый путь навстречу ветру и прочно закрепден канатом.
28. 1905-мӗш ҫулта вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Машинӑна тӳп-тӳр ҫиле хирӗҫ лартнӑ.
25. Орвилль вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Эпӗр ун ҫинче вӗҫме вӗренменнипе вӑйлӑ ҫилте ӑна ертсе пыма хӗн пулӗ те, анчах ҫиле хирӗҫ вӑл питех хӑвӑрт каяймӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ҫине те хулленрех анса ларӗ, ҫапӑнса ванас хӑрушлӑх та сахал пулӗ, — тесе шутланӑ Райтсем.
25. Орвилль вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Эпӗр машинӑна тӳрех ҫиле хирӗҫ лартӑпӑр.
25. Орвилль вӗҫет // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.