Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл президиум сӗтелӗ патне каймарӗ, — ҫапӑ купи ҫинче кӗпӗрленсе ларнӑ ҫамрӑксем патне пырса тӑчӗ: унӑн тухса калакансен сӑмахӗсене инҫетрен итлес килчӗ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аранрах тӗлкӗшекен кӑвайт ҫине вӑр-вар та хаваслӑн ҫапӑ пӑрахса тӑрса ҫулӑма вӑйлатса яракан ҫын пекех хӑтланнӑ вӑл.Он точно раздувал костер, ловко и весело подбрасывая в него хворост.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хыҫран ача-пӑчасем ҫыхланнӑччӗ, анчах Любишкин ҫатан карта хушшинчен пӗр ҫапӑ кӑларса илсен, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен ачасем хӑйсемех хӑпса юлчӗҫ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӳршӗ хӗрӗ, Нюрка, май килнӗ чухне Андрей унпала шӳтлешкелесе те, вылякаласа та курнӑскер чылайччен Андрейпе тӗл пуласран пӑрӑнса ҫӳрерӗ, анчах пӗррехинче, темле, ҫул-сукмак хура чухнех-ха, ҫапӑ каснӑ ҫӗрте хусахпа куҫа-куҫӑнах тӗл пулчӗ те шап-шурах шуралса кайрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Алексей кӑвайт ҫине ҫапӑ хучӗ те каллех чӑрӑш йӗкелӗсене ҫиме пикенчӗ.Алексей подбрасывал ветки и снова принимался за еловые шишки.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫавӑнтах тавраран тулли йӗкелсене пухрӗ те вӗсене вут умне хучӗ, кӑвайт ҫине типӗ ҫапӑ пӑрахрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давыдов ҫывӑхри ҫатан патне пынӑ та ҫапӑ хуҫса илем пек тунӑ, хайхи ачасем ҫил вӗҫтерсе салатнӑ пекех ҫухалнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.