Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлсан (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам маларах пӗлет — тырӑ пӗр кӗлет, кая юлсан — пӗр ывӑҫ тусан.

Кто отгадает первым — тому зерна полон амбар, а последнему — горсть пыли.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун вӗҫне юлсан…»

Пусть ему достанется.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Кирлисене вӑл кайран, иккӗш ҫеҫ юлсан та ыйтса пӗлет.)

А то, о чем ему захочется узнать, он спросит у Ухтивана наедине, когда останутся вдвоем.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Автобусран тӑрса юлсан Йӑван пӗлӗшӗсем патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

«Пулатчӗ савнӑҫ кӑкӑрта, Юлсан Гаврилӑн паттӑр чунӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлетӗн: ҫын юлсан пӗр пуссӑр, Ӑна никам памасть тарам».

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепри пулсан, Хӑйне хӑй пӗр-пӗччен юлсан, Уяр ҫулхи ҫӑл куҫ пек хухӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлсем, ыран юлсан эп ятсӑр, — Пулам эп темӗн пек пуян, — Юмартлӑн чӗнмӗҫ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех пуҫпа ҫухалӑн Пӑрахнӑ тӑлӑх пек пулсан; Хӑвна ху пӗр-пӗччен юлсан.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, Туррӑм, кӑмӑлна эс ҫавӑр Ман шӑлӑнмасӑр ҫӳп юлсан.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан мӗскӗнлентӗр ҫын, ан ӳктӗр Ҫак ҫут ҫанталӑк умӗнче, Нихҫан та ӗмӗчӗ ан ҫӗттӗр, Юлсан та тӑлӑххӑн, пӗччен.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӳсен-тӑран имшер пулсан, Шӑркаланмасӑр вӑл юлсан, Нихҫан та тӗшӗ ун пулаймӗ, Йӑхне вӑл малалла тӑсаймӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑннипе, халӗ пӗтӗм халӑх хирте, яла юлсан пӗчӗк ачасемпе утайман карчӑксем юлнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫпе килнӗ ҫынсем тухса кайиччен вӑл хӑйне ҫав тери кирлӗ хыпара пӗлтерме васканӑ ҫын пек тытрӗ, председатель пӳлӗмӗ пушанса юлсан вара, сӗтел ҫывӑхне сиксе ларса, сӑмахне пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кая юлсан, каю шӑтать, тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан пек ҫамрӑк паттӑр пӗр эсреле вӗлермесӗр юлсан, килӗшӳллӗ пулас ҫук.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чипер сывалса ҫитсен юрать те-ха, хӑранипе тата ут ҫинче асапланса пынипе пӑсӑлса юлсан кансӗр пулать вара, ӗмӗр ӳкӗнсе пурӑнма тивет.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫынсенчен пушанса юлсан Северьянпа Иштерек алӑк умне пырса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул хӗррине анса юлсан тата виҫӗ километр ҫуран утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Юлашки хыпарсене илтмесӗр юлсан аванрах: сирӗн хӑлхана кӑмӑллах мар элек кӗме пултарӗ.

Лучше оставаться в неведении относительно последних новостей о вашем окружении: сейчас до вас могут дойти неприятные слухи и сплетни.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех