Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытла та пӗр систермесӗр, ытла та кӗтмен ҫӗртен капла хӑтланчӗ вӗт-ха вӑл?
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Авиаци чаҫӗсен виҫӗ пайне ытла гварди чаҫӗсем тунӑ, икӗ пин ытла летчик Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ; 61 летчик икӗ хутчен Герой ятне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ, Александр Иванович Покрышкинпа Иван Никитич Кожедуб летчик-истребительсем виҫӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗсем пулчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл ытла та ывӑнса ҫитнӗ пек, салху курӑннӑ, ҫавӑнпа та Карди атте сасартӑк: — Эпӗ сире ывӑнтартӑм пулас, каноник атте. Каҫарӑр мана ытлашши нумай калаҫнӑшӑн. Эпӗ ҫав ыйтӑва ытла та чӗре патне илсе, итлекенсене, тен, йӑлӑхтарса та ҫитернине манатӑп, — терӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Чӑл-пар тарнӑ хӗрсен хушшинче пӗри, кӗске хура жакеткӑлли, час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ ӑна, вӑл пуринчен ытла ахӑлтатса кулнӑ пек, пуринчен ытла намӑсланса, хура куҫӗсемпе йӑлтӑртаттарса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Чӑнах та, Пушин Махова пуринчен ытла кӑмӑлланӑ, унпа пӗрле ытти шоферсенчен ытларах рейса ҫӳренӗ, вӗсен койкисем те общежитинче юнашар пулнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хула пуҫӗн ытла та шикленмесӗр шухӑшласа кӑларнӑ ӗҫӗ Артамонова тӗлӗнтерчӗ, анчах вӑл хут ҫине пурпӗр алӑ пусрӗ, мӗншӗн тесен ку ӗҫ хӑйӗн шӑллӗне, Мирона, кӑмӑла каймасса тата Воропонова та Петербургран лайӑх кӑна ятласа ярасса шаннӑ: хӑвна тивӗҫлӗ мар ӗҫе ан хутшӑн, хулӑн туталлӑ ухмах, хӑвна ытла мӑнна хурса ан сик!
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗрарӑм хусканӑвӗсем татах хӑвӑртланчӗҫ; вӑл рояль ҫинчен сиксе анасшӑн пулнӑ пек, анчах сиксе анма пултарайман пек авкаланчӗ, вӑл пусӑрӑнчӑклӑн кӑшкӑрнисем тата ытларах хаярланчӗҫ; пуринчен ытла унӑн урисем вӗттӗн-вӗттӗн авкаланнине, вӑл пуҫне тӑрук ывӑтнисене унӑн ҫӑра ҫӳҫӗсем, хулпуҫҫисем ҫийӗнче ҫунатсем пек ҫӗкленсе, кӑкрипе ҫурӑмӗ ҫине тискер кайӑк тирӗ пек пулса ӳкнине курма хӑрушӑ пулчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пичӗ те унӑн шӑмӑ кӑна, ӑвӑс тӗслӗ; пит шӑммисем ҫинче пур ҫӗрте те аш ҫителӗксӗр пулнӑ; сӑнсӑрланнӑ куҫӗсем сӑн-питне ҫутатайман, вӗсем тӑтӑшах пысӑк, анчах та ҫемҫешке сӑмсин вӗҫӗ ҫине пӑхнӑн туйӑннӑ, сӑмси айӗнче типсе кайнӑ тутисен хура йӗрӗсем пӗр сассӑр хускалса тӑнӑ, ҫӑварӗ, тата та ытларах пысӑкланса, питне тарӑн йӗрпе икӗ пая уйӑрнӑ, пуринчен ытла ҫӳлти тути ҫинчи кӑвакарса пӑнтӑхнӑ мӑйӑхӗ питӗ хӑрушӑ, килӗшӳсӗр пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл хушнисене пурне те питӗ хӑвӑрт турӗҫ, вара каллех Петр Никита патне пычӗ те: — Каҫар пире. Укҫа пирки ҫыр, ҫийӗнчех ярса парӑпӑр. Ытла йывӑр ӗҫе кӳлӗнме ан тӑрӑш. Сывӑ пул. Пирӗншӗн ытларах кӗлту, — терӗ вӑл.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Алексей унта пурӑнать, ӑна юриех хулари йӗкӗтсемпе хӗрсенчен аякка ӑсатнӑ, питӗ йывӑр унпа пурӑнма, — ытла та хастар, ытла та вӗри ҫын вӑл.Алексей живёт там, отодвинут подальше от парней и девиц города; трудно с ним — задорен и вспыльчив.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӑна урӑххи — Петр унӑн хӗрӗ умӗнче хӑйне хӑй мӗнле ӑнланмалла мар, ытла типпӗн, ҫав вӑхӑтрах упраса тата, унтан та ытларах, кӗвӗҫнӗ пек тыткалани ҫеҫ кӑштах пӑшӑрхантарчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Юмӑҫ карчӑкӗ Артамонова ытла хытӑ, ытла нумай мухтарӗ, ҫавӑнпа Артамонов ӑна, укҫа парса, хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек туйӑнчӗ.Подозрительно громко хвалила она Артамонова, так громко и много, что казалась подкупленной.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кунсӑр пуҫне, шыв айне ытларах пулма пултаракан вырӑнта, ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш участоксенчи трубопроводӑн ӑшӗнче атмосфера пусӑмӗ вунпиллӗкрен ытла пулма та пултараймасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ку вӑл тиесе ӑсатнӑ таваршӑн илнӗ 240 миллиард ытла тенкӗ, 75 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
5 пин ытла контракт тунӑ, 19 пин ҫын ытла хӑйӗн тупӑшӗн шайне ӳстернӗ.Заключено более 5 тысяч контрактов, материальное положение улучшили более чем 19 тысяч человек.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Тата, пуринчен ытла, фронтсенчен ытла та инҫетре тӑракан тата темиҫе ҫул хушши пыракан строительство государствӑна часах кирлӗ пулма пултарассине малтанхи руководительсем ӗненмен.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Володя ҫийӗнчех ӗҫе тытӑнчӗ, хӑй унчченхи пек ытла хӑрасах кайманнине, пуринчен ытла хӑй хӑравҫӑ пуласран шикленсех кайманнине асӑрхаса илсен вӑл тӗлӗнсе, савӑнса кайрӗ.
21 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать ӗнтӗ, ытлашши вӑрӑмах мар вӑл, анчах та ҫав тери сарлака этем, хулпуҫҫийӗсене ытла сарлаках теме ҫук унне, пуринчен ытла — кӑкӑрӗ сарлака; вӑл сарлака та платла этем, мӑйӗпе ӗнси ун ҫав тери тӗреклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе мар, палӑрмасть те вӑл, анчах хырӑмӗ те пысӑк мар ун, хӗвелпе пиҫсе сывлӑхсӑр ҫынӑнни евӗр саралса ларнӑ сӑн-питне курсан ӗнтӗ, ӑна ырхан ҫын теме те пулать.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫитесчӗ кӑна, ҫитсенех вырӑссен виҫкӗтеслӗ штыкне тутанса пӑхатӑн та-ха эс, явӑл пуҫӗ! — ҫав тери хыттӑн калаҫма тытӑннӑ рота командирӗ, вӑл ытла кӑшкӑрса калаҫнине кура, батальон командирӗн ӑна шӑплантарма тӳр килнӗ: ытла нумай шавлама кирлӗ мар, тенӗ вӑл ӑна.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.