Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
ырлӑх (тĕпĕ: ырлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ачасем яланах сывӑ пулччӑр, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, ҫемьере хӑтлӑх тата ырлӑх хуҫаланччӑр.

Пусть ваши дети всегда будут здоровы и радуют своими успехами, а в семьях царят уют и благополучие.

Олег Николаев Амӑшӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/27/gla ... aet-s-dnem

— Мӗн тери ырлӑх, э?

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Эпир ырлӑх кӗтнӗ чух, Пире хурлӑх ҫитейчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ырлӑх ту ман хӗрачана, эпӗ вара сана манмӑп, ялан кӗлтӑвӑп.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫав сӑлтавпа Ҫтаппан халӑх хушшинче ҫӳрет, пуянсене пӗтме сунать, чухӑнсене ырлӑх парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Налук органӗсен специалисчӗсене пӗтӗм чунтан сывлӑх, ырлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, общество, бизнес тата патшалӑх интересӗсене тӗпе хурса службӑна аталантарса пыма сунатӑп!

От всего сердца желаю специалистам налоговых органов здоровья, благополучия, успехов в делах и дальнейшего развития службы в интересах общества, бизнеса и государства!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/21/gla ... et-s-dnyom

Ылтӑн туя паллӑ туни Ершовсемшӗн юратӑва пуянлатса пымалли ырлӑх пултӑр.

Куҫарса пулӑш

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Тӗттӗм чӑваш хӗрӗшӗн пуян пуп ырлӑх ҫеҫ вӑл.

Для темной девушки-чувашки чем не пара богатый поп?

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырлӑх сирӗн.

— Эх, лафа вам!

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх.

От бога добро, от человека здоровье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле майпа татӑлса анӗ вӑл халӑх кӗтекен ырлӑх?

Каким образом народ получит так сильно ожидаемое добро?

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ырлӑх!

Благодать!

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Парсам, парсам пӗр чӗптӗм ырлӑх, Хӑватлӑхна кӑтарт мана.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫитет ҫав ырлӑх самани!

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек вӑл ырлӑх сӑн-сӑпачӗ, Чун-чӗрене хӗвел кӳртет, Вӑл ырӑ пурнӑҫӑн хӑвачӗ, Пурне эрех пек ӳсӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫавӑнпа пӗчӗк ача пек Кӗтмест пач ырлӑх Турӑран.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗр чӗрине ман вӑратасчӗ — Вӑл систӗр ырлӑх пуррине.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Е тӑшмана халь хӗрхенетӗр, Шанатӑр ырлӑх парасса?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсем-мӗн иккӗш те кӑвар: Е ӑслӑлӑх, е йӑлт айванлӑх, Е пысӑк ырлӑх, е хур-шар.

Куҫарса пулӑш

XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унпа ял-йышӗ тулӑхра — Вӑл пурӑнӑҫ, пуянлӑх, ырлӑх.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех