Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑка (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫитӗ, пулчӗ, — терӗ те унтан атте, шӑтӑка аллине хул кӑкӗ таранах чиксе ячӗ.

— Довольно, хватит, — сказал отец и запустил в пролом руку по самое плечо.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫапла, ним иккӗленмелли те ҫук, ҫуна шӑтӑка лексе хирӗнсе ларнӑ.

Да, сомнений быть не могло: они угодили в яму и застряли там.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл темле шӑтӑка лекрӗ пулас.

Они угодили в яму.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Шӑл кӑтартнӑ хыҫҫӑн юлнӑ шӑтӑка Альфреда кӑтартас тесе вӑл груша йывӑҫӗ патнелле уттарчӗ, Крюсе-Майя вара кофе хатӗрлеме кухньӑна кӗчӗ.

Она направилась к груше, чтобы показать Альфреду дырку от зуба, а Крёсе-Майя пошла на кухню готовить кофе.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кашкӑр шӑтӑка кӗрсе ӳкичченех йывӑр юр пусарнипе туратсем аяла йӑтӑнса анасран хӑрать вӑл.

Как бы ветки не обрушились под тяжестью снега, прежде чем в яму попадёт волк.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Кашкӑрсем ан асӑрхаччӑр тесен шӑтӑка пирӗн туратсемпе тата шанкӑпа хупламалла, — тет ача.

— Надо только прикрыть яму ветками и хворостом, чтобы волки её не заметили, — сказал мальчик, ликуя.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав кашкӑрсем вӗсем Альфредпа иккӗшӗ чавнӑ шӑтӑка лекесси ҫинчен шухӑшалса илет те, куҫӗ йӑлтӑртатса ҫиҫме тытӑнать.

Он глядел на Альфреда горящими глазами и радовался, что все эти волки попадут в их яму.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑйӗн господинӗ уҫӑлса ҫӳреме тухсан, хӑмпӑпа ҫапакан тарҫин вӑхӑтран-вӑхӑта ӑна куҫӗнчен ҫапса илмелле, унсӑрӑн унӑн хуҫи кашни утӑмрах е шӑтӑка кӗрсе ӳкме, е ҫамкипе юпа ҫумне пырса ҫапӑнма, е хирӗҫ пулакан ҫынпа ҫапӑнма пултарнӑ.

На прогулках хлопальщик должен время от времени похлопывать своего господина по глазам, ибо в противном случае тот на каждом шагу подвергается опасности упасть в яму, или стукнуться головой о столб, или же столкнуться с другими прохожими.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чул сӑртсем ҫинче эпӗ кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм, унтан шӑтӑка икӗ-виҫӗ ытам шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксем илсе кӗтӗм те ирпе апатланма ҫӑмартасем пӗҫерме шутларӑм.

На утесах я собрал много яиц, а затем принес в пещеру две-три охапки сухой травы и водорослей, рассчитывая утром испечь яйца себе на завтрак.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те турчӑка ярса тытрӗ, анчах та йӗке хӳри тахӑш шӑтӑка сиксе курӑнми пулчӗ.

Она завопила не своим голосом и схватила кочергу, но крыса юркнула в какую-то щель и исчезла.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепрехинче эпӗ арлан чавса кӑларса тултарнӑ тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑтӑка мӑй таранах анса кайрӑм.

В другой раз я взобрался на свежую кротовью кучу и провалился по шею в нору.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шӑтӑка пӗр алпа аялтан хупларӑм та пӗтӗм утлӑ ҫара ҫӗр ҫине антарса ятӑм.

Прикрыв одной рукой дыру, я спустил всю кавалерию на землю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Аяккарах чакмалла, варӑ лере, Галицире, эпӗ французсен шӑммисене шӑтӑка пытаратӑп» тесе вӑл тӗрӗс каланӑ.

Он был прав, говоря: «Надо отходить дальше, и там, в Галиции, я погребу кости французов…»

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Халь вара сӑнаса пӑхас терӗмӗр — шӑтӑка тӗтӗм кӑларакан граната ывӑтрӑмӑр.

Теперь решили попробовать — бросили в дыру дымовую гранату.

Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫаксем пичкене аяккарах куҫарса лартаҫҫӗ те Семенов пӗчӗк хунарпа ҫутатса шӑтӑка кӗрсе каять.

Отодвинули бочку, и Семенов с фонариком полез в дыру.

Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Гитлеровецсем еврейсене пысӑк ушкӑнсемпе хула тулашне хӑвала-хӑвала тухса, хӑйсем валли масар шӑтӑкӗсем чавтарнӑ, унтан пере-пере вӗлерсе тӑкнӑ; хӑшӗ вилнине, хӑшӗ вилеймесӗр чӗрех юлнине уяса тӑмасӑрах, шӑтӑка тӗксе антарнӑ та, ҫиелтен тӑпрапа витсе лартнӑ.

Большими группами гитлеровцы выводили евреев за город, заставляли их копать себе могилы, потом расстреливали; не разбирая, кто мертв, а кто еще жив, сталкивали в ямы и закапывали.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унтан шӑтӑка тултарса хутӑмӑр, тӗмеленсе тӑнӑ вилтӑприне симӗс ҫерем кассипе витсе хӑвартӑмӑр.

Потом зарыли могилу и выросший бугорок любовно обложили зеленым дерном.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Паттӑрӑн ӳтне шӑтӑка антарсан, ним чӗнмесӗр ҫӗлӗксене хыврӑмӑр.

Опустили тело героя в землю, молча сняли головные уборы.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Яланах ҫавӑн пек: унӑн калавӗсенчи усал, хаяр ҫынсем усал ӗҫ туса ывӑнаҫҫӗ те «пӗр хыпарсӑр ҫухалаҫҫӗ», анчах пуринчен ытларах Кукушкин вӗсене, ҫӳп-ҫаппа шӑтӑка кайса тӑкнӑ пек, монастырьсене ярать.

И так — всегда: плохие, злые люди его рассказов устают делать зло и «пропадают без вести», но чаще Кукушкин отправляет их в монастыри, как мусор на «свалку».

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Эпӗ ҫак ҫурри тӗттӗм, пӗчӗк пӳлӗмсене хулари пӗтӗм пылчӑк шӑтӑка юхса аннӑ пек юхса аннине, кунта вӑл усал шӑршлӑ вут ҫинче пиҫсе, тарӑхнипе, ҫилӗпе тулса каллех хулана тухса кайнине куртӑм.

Я видел, что в полутемные, маленькие комнаты стекается, точно в ямы, грязь города; вскипает на чадном огне и, насыщенная враждою, злобой, снова изливается в город.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех