Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм пӗлӗтсем йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ, ҫак тӗксӗмлӗх ҫӗр ҫине, сӑртсем ҫине пӗр сас-чӗвсӗр вӗттӗн-вӗттӗн пӗрӗхсе тӑрать, шӑплӑха пусарать.Небо было тяжелое, сумрачное, и этот сумрак неслышно опускался на землю, на тихие горы.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫук, ку сехет мар; ку — вӑхӑт хӑй, вӑл тимӗрҫӗ-улӑп евӗрлӗ, ҫав тимӗрҫӗ ывӑнма пӗлмесӗр, пӗр чарӑнмасӑр шӑплӑха йывӑр мӑлатукпа ҫапать, секундсене туптать, минутсем тӑвать, вӗсем вара пухӑнса сехет пулаҫҫӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Каблуков мӑкланнӑ валун ҫине пырса ларчӗ, Степанов чикӗри сукмак ҫинчех тӑчӗ, тӗтреллӗ шӑплӑха тинкерчӗ, итлерӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларк чикӗри шӑплӑха ҫав тери тӑрӑшса итлет.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Белограй тутисем ӑшшӑн кулчӗҫ, шӑплӑха вӑл пӗр хускалмасӑр итлерӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Уйӑх тулнӑ чух эпӗ час-часах ҫӗр каҫа тӳшек ҫинче ларатӑп, уйӑх ҫути ҫине, мӗлкесем ҫине тинкерсе пӑхатӑп, шӑплӑха, сас-чӗвӗ тӑнлатӑп, ҫав хушӑра тӗрлӗ япаласем, нимрен ытла хӗрӳллӗ юрату кӳрекен поэзилле телей ҫинчен ӗмӗтленетӗп, ку телей мана этем пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телей пек туйӑнать, ҫак телее хам ку таранччен шухӑшра кӑна курма пултарнишӗн пӑшӑрханатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и, кашни сехетре тенӗ пекех пӑшал сасси шӑплӑха чӗтретсе илет, нимӗҫсем пӗрре тапӑнни тепре тапӑнассине систерсех тӑрать.День и ночь, ежечасно эту тишину нарушала стрельба, атаки немцев следовали одна за другой.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чан сасси пӗр самантрах шӑплӑха путарса хурать.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫырана пыра-пыра ҫапӑнакан хумсен пӗр кӗвӗллӗ сасси ҫеҫ хускатать ку шӑплӑха.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой та ҫӗрлехи шӑплӑха тимлӗн итлет.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Епле сиксе тухас мар-ха унӑн! — шӑплӑха хускатрӗ Подсолнушкин.А как же ему не вылезти! — нарушил настороженное молчание Подсолнушкин.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак самантра, таврари шӑплӑха хускатса, Эттай хӑюллӑн утса тухни илтӗнсе кайрӗ.И тут в напряженной тишине послышался решительный шаг Эттая.
Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫак чӗмсӗр шӑплӑха Ильсеяр патӗнче тӑрмашакан Уметбаевпа пӗр хӗрлӗармеец пӑсрӗҫ.Наступившую тишину нарушали лишь Уметбаев и еще один красноармеец, хлопотавшие вокруг Ильсеяр.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Шӑплӑха малтан Актуш пӑсрӗ.
X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вара эсӗ кулатӑн, шӑплӑха ҫуйхатасран хӑранӑ пек, пӗр сассӑр ассӑн сывласа илетӗн, унтан каллех таврари илемлӗхе парӑнатӑн.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Итлеттерме пултараймастӑп шӑплӑха йӗркене пӑсаҫҫӗ Капендюхи».
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каҫхи ҫемҫе шӑплӑха Фелицатӑн хуҫалла хулӑн сасси йывӑррӑн килсе хускатать:В мягкую тишину вечера тяжко падает Фелицатин басовой хозяйский голос:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сасартӑк хаяррӑн кӑшкӑрса яни тул ҫутӑлас умӗнхи шӑплӑха касса кайнӑ.Вдруг резкий крик, плачущий голос прорезал тишину предрассветного часа.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кӗҫех вара, каҫхи шӑплӑха ҫурса» сывлӑша тӳпе таран чӗтрентерсе, Нева ҫийӗн тупӑ сасси кӗрлесе каять.
Зимний — хамӑр алӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.