Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанма (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сирӗн паллашмалла, — Стомадор Галеран еннелле ҫаврӑнчӗ, лешӗ те, хӑй енчен, Ботреджа сӑнать: еплерех вӑл, ӑна шанма юрать-и?

— Надо вам познакомиться, — обратился Стомадор к Галерану, который, со своей стороны, наблюдал, — каков Ботредж и можно ли ему верить.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Мана пур енӗпе те шанма пултаратӑр, — пӗлтерчӗ Стомадор; вӗреннӗ, нумай пӗлекен юлташ каварҫӑ мӗн пур ӗҫе хӑйне евӗрлӗ ҫавнашкал сӗмпе «капӑрлатнӑран» вӑл хавхалансах кайрӗ, — эпӗ — сирӗн аллӑрта.

— Рассчитывайте на меня, как хотите, — объявил Стомадор, восхищенный необычайным для него оттенком, какой придал всему делу его образованный соучастник, — я в вашем распоряжении.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн пысӑках мар хура куҫӗсенче сисӗни-сисӗнми кулӑ мӗлтлетрӗ те вӑл алӑка шӑппӑн хупрӗ — унсӑрӑн лазаретӑн пӗрлехи уйрӑмӗн надзирателӗ калаҫӑва итлеме пултарать, унтан кравать ҫине Давенант урисен вӗҫне ларчӗ, ӑна лӑпкӑ пулма тата шанма ыйтса пуҫне сӗлтрӗ.

Его черные небольшие глаза слегка улыбнулись и, тихо прикрыв дверь, чтобы надзиратель общего отделения лазарета случайно не подслушал беседу, он присел на кровать в ногах Давенанта, кивая ему в знак соблюдения спокойствия и доверия.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Консуэло кирек мӗн пирки те тӳррӗн калама, ҫынсене шанма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа акӑ мӗн пӗлтерӗшлӗ: хӑй юратнине вӑл Ван-Конета малтан каларӗ, тата — чӗрене питех те хумхантармалла пӗлтерчӗ, — пурнӑҫ опычӗ ҫук чӗрӗ чун ҫеҫ ҫапла тӑваять.

Как следствие прямого и доверчивого характера Консуэло, важно рассказать, что она первая призналась Ван-Конету в своей любви к нему и так трогательно, как это способно выразить только неопытное существо.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн ансат манерӗ ӑна иккӗленмесӗрех шанма хистет, ҫавӑнпа та Давенант Кишлот канашӗсенче чӑмӑртаннӑ канӑҫсӑрлӑх ҫӑмхине салатрӗ.

Его простая манера выказывала несомненное расположение, и Давенант избавился от беспокойства, навеянного советами Кишлота.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эсир ҫавнашкал ансат япалана хӑҫан та пулин пӗлме пултарасса шанма пӑрахрӑм.

 — Я потерял надежду, что вы когда-нибудь узнаете такую простую вещь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

— Ҫакна шанма пултаратӑн.

— Можешь быть в этом уверен.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Алӑк тӑрринче — тӑватӑ кӗтеслӗ, решеткеллӗ пысӑках мар хушӑк; ун витӗр никама та шанма хӑнӑхман Фонфред килекенсене сӑнать.

Вверху двери имелось небольшое четырехугольное отверстие, забранное решеткой, сквозь которое подозрительный Фонфред рассматривал посетителей.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Чуна уҫса калаҫнин хӗрӳлӗхне — чӑнласах пупленине, пӗрре курнӑ ҫынна кӗтмен ҫӗртен шанма пуҫланине кам ӑнлантарса параять?

Кто объяснит порывы откровенности — искренности, внезапного доверия к существу, само имя которого, казалось, лишено костей?

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

— Мана шанма юрать!

Мне можно довериться!

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫавах та Китай ҫине шанма пулать-и?

Можно ли все же рассчитывать на Китай?

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

Китай ҫине шанма пулать-и?

Можно рассчитывать на Китай?

Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html

 — Экеҫ юлашлӑхӗ ҫинчен хыпару чӑнахах-тӑк, сан Сӑпанине шанма пулать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санӑн задача: Кӑтра Машук урлӑ — ӑна эпир халлӗхе юриех тӗкӗнмӗпӗр — хӑйӗн кил-ҫуртне, хуҫалӑхне пӑхса тӑмашкӑн Калюкова арӑмӗн шӑллӗне Ехреме шанма сӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин, ӑна шанма юранине пӗлекенскер, Калюков бандине тытас тӗлӗшпе хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен, кӗскен кӑна та, пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Волков паллаштарни ахаль те иккӗшӗн пӗр-пӗрне шанма юранине пӗлтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ман шутпа, никаккуй шанма юрамасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль ҫеҫ тарсан, ӗҫ ӑнмасан та чӗрех юласса шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара ҫывӑх вӑхӑтра пире Хӗрлӗ Ҫар килсе ирӗке кӑларасса шанма ҫук…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ку хутӗнче час сипленессе мар, сывалма пултарасса та шанма хӗнччӗ, мӗншӗн тесен Ванькка ҫул ҫинче тифпа чирлесе ӳкнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех