Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупса (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑмкун эпӗ сыхлӑх камерине ирхи виҫӗ сехетрех, «Михаил Кутузов» пӑрахут ӑсансанах, хупса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӗр авӑк, куҫне ҫилӗмлентерсех хупса, пӑсара кӑтӑшӗ те туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫамрӑк ӗмӗр, чӑнах та, тӗлӗк евӗр кӑна ҫав, куҫ хупса иличченех вӗлтлетсе иртет, — хӑй сисмесӗрех калаҫса кайрӗ Клава.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Лариса Сима ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ те, лешӗ пӗр вырӑнта хытса тӑнине кура, Тамарӑна питӗ аван мар сӑмахсем каласа хучӗ, вара пӳлӗм алӑкне ҫилӗллӗн шатлаттарса хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫ хупса иличчен тенӗ пек вӗлтлетсе иртсе каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Палатӑна кӗнӗ чух хуньӑш куҫӗсене хупса выртатчӗ, ҫывӑратчӗ-ши вӑл е шухӑша путнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗнле хитре вӑл, — куҫне мӑч! хупса илчӗ мастер.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен ашшӗ пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр куҫне хупса выртрӗ, унтан темӗн аса илнӗ пек ывӑлӗ ҫине ыррӑн, ачашшӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич тек калаҫса тӑмарӗ, цех начальникӗ ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те алӑка ҫилӗллӗн хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе пӗрре Марукпа Кирук ҫине, тепре уҫӑ чӳрече еннелле пӑхса илчӗ те картишнелле таплаттарса кӗрсе кайрӗ, хӑй хыҫҫӑн хапхана шан! хупса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ну ҫылӑхсӑр та иккен эсӗ, Василий Петрович, сӑмах ҫинех ҫитрӗн, халӗ кӑна эпир хӗрсемпе сана шӗкӗлчеме пуҫланӑччӗ-ха, — хӗрсем еннелле пӑхса, сулахай куҫне мӑч хупса илчӗ Зоя.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле пӗтереес ҫук? — журнала шалт хупса хучӗ Галя, хӑй чакӑр куҫӗсемпе Толя ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ, унтан зоотехник еннелле ҫаврӑнчӗ те:

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗттӗмленичченех тӑрмашрӗҫ хӗрсем сарайӗнче, пур чӗппе те вырнаҫтарса лартса пӗтерсен кӑна, алӑка тӗплӗн хупса, килӗсене кайма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ ак куратӑп, сана ун чухнех тӗрмене хупса лартмалла пулнӑ, Варвари, пурпӗрех санран йӗркеллӗ ҫын пулмасть.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗтӳ кӗртсе выльӑхсене картана хупса вырнаҫтарсан, Инкас клубне халӑх пӗрин хыҫҫӑн тепри пуҫтарӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсене хупса хунине сиссе те юлаймарӗҫ выҫкӑнсем.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Каллех ак сире тӗрмене хупса хуратӑп!

Брошу вот вас обратно в тюрьму!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйӗн ҫӗнӗ хваттерӗнче чухне, каннӑ самантсенче хӗр сигуранецсен подвалне хупса хунӑ ҫывӑх ҫыннисене — Ваня юлташа, Горовица, Виктора аса илчӗ…

На новой своей квартире в короткие часы отдыха девушка уносилась мыслями к заключенным в подвал сигуранцы — к товарищу Ване, к Горовицу, к Виктору…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑрккасем пире ярса тытрӗҫ те касамата хупса хучӗҫ.

Индюки поймали нас и засадили в кутузку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех