Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирте (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑрсем ҫукаласа тӑраҫҫӗ пулин те, хирте ӗҫсем чарӑнсах лармаҫҫӗ.

Несмотря на дожди, работы на полях еще не завершились.

Кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, купӑста юлнӑ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%ba%d0%b ... bb%d0%bda/

Хирте сирӗн кӑпӑк пек хура тӑпра кӑна-ҫке…

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек тӑвӑлсем Анат Атӑлти ҫеҫен хирте ытларах та пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрҫчӑр, ятлаччӑр, хупса лартассипе хӑратчӑр, анчах тек вӑл ҫеҫен хирте юлмасть, хӑйӗн тӗп ҫӗр-шывне, ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр ӗмӗрленӗ ҫӗр-шывне каять.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хирте кашнин ана татӑкӗ пур, ҫавӑнпа ваттисем чӳк тума унта вырӑн суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашра вӑл енчен лайӑх: урамра, хирте, пасарта е ытти ҫӗрте ушкӑнпа турра кӗл туса тӑрасси ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсан ҫеҫен хирте кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе лаша ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата мӗн вӑхӑт тытӗ-ши вӗсене аякри ҫеҫен хирте Тукай?

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫеҫен хирте мӗн туса пурӑнать вӑл?

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗтӗк шӑналӑк витӗр тӳпери ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫеҫен хирте инҫе те мар шакалсем тискеррӗн улаҫҫӗ, тепӗр чухне вӗсенчен хӑраса хӳме ҫуммипех утсем тӗпӗртетсе иртеҫҫӗ, икӗ тус калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хирте лайӑх.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан ӗҫпе пурӑнма хӑнӑхнӑ, иртен пуҫласа каҫчен килте, вӑрманта, хирте е Атӑл хӗрринче тӑрмашакан ҫынсене пӗр эрне хушши алӑ усса ларма йывӑр пулчӗ, ҫапах та никам та манӑн пит васкавлӑ ӗҫ пурччӗ тесе ҫӑвар уҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шурӑ хирте хӑвалакан тутарсен ҫар ушкӑнӗ икке пайланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хирте йӗри-тавра шурӑ юр.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хирте шуйттанӑн пысӑк тимӗр урапи иртсе кайса ирсе хӑварнӑ тейӗн, юнланнӑ лашасем урисемпе тапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сивӗ хирте ҫӗр каҫиччен ӑшӑ пӳртсенче ҫывӑрма лайӑхрах вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫӗрле тутарсем хӑраҫҫӗ вӑрмансене кӗме, вӗсен лашисем те вӗреннӗ уҫӑ хирте чупса ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мангул тутарӗсем, уҫӑ хирте пит чаплӑ ҫапӑҫма пӗлекенскерсем, вӑрмана кӗме хӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫуран ҫапӑҫма вӑрманта лайӑх та, уҫӑ хирте йывӑртарах пулӗ, — канаш тытма уйларӗ ҫамрӑк ҫар пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫутӑлсан мана хирте ҫак тутарсем хӑваласа тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех