Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхӑн (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев халӑхӑн интересӗсене хӳтӗлессипе хастартарах ӗҫлеме чӗнсе каланӑ, предприяти ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменни – йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

«Халӑхӑн ыйту пур тӑк – ӑнлантарса памалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Халӑхӑн вара ку ӗҫшӗн пӗрех тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен хӳттине илнӗ ҫынсемпе яланах сӑпайлӑ та ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене пӗтӗм ыйтупа пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр тытӑмӗнче васкавлӑ социаллӑ пулӑшу уйрӑмӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденине Татьяна Геннадьевна Смирнова ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Вӗсене пулӑшу парассине пирӗн ҫӗршывра халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем хӑйсем ҫине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑхӑтӗнче Донбасри халӑхӑн чун-хавалне ҫӗклес тӗлӗшпе тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе килӗшӳллӗн артистсене Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Уява хутшӑннисене Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Елчӗксен ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Карпов, Кӗҫӗн Таяпа территори пайӗн начальникӗ Лариса Ильина тата ыттисем саламланӑ, вырӑнти халӑхӑн ӗҫченлӗхӗпе хастарлӑхне, пуҫарулӑхӗпе тараватлӑхне уйрӑммӑн палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсех пырасси, вӑл хускатакан ыйтусене вӑхӑтра пӑхса тухса хурав парасси тата ӗҫе пурнӑҫласси — пӗрремӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене ҫулран-ҫул лайӑхлатса пырассинче ҫӗршыв, регион шайӗнче тӗрлӗ проектпа программа ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Икӗ ен вӗрентӳ тытӑмӗпе, халӑхӑн финанс пӗлӗвне ӳстерессипе, ҫутӗҫ мероприятисене йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Чӑвашсен ҫавра юрринче тӑван халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗ, пуянлӑхӗ пытаннӑ тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкма халӑхӑн пӗтӗм вӑйӗсене хурар!

Все силы народа – на разгром врага!

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Кашни хуларах, ӑна тӑшман пырса тапӑнас хӑрушлӑх хӑратса тӑрать пулсан, пирӗн халӑхӑн ҫавнашкал ополченине тӑвас пулать, Германи фашизмне хирӗҫ пыракан пирӗн отечественнӑй вӑрҫӑра хамӑрӑн ирӗклӗхе, хамӑрӑн чыслӑха, хамӑрӑн ҫӗршыва хамӑрӑн кӑкӑрсемпе хӳтӗлес тесе, мӗнпур ӗҫҫыннисене кӗрешӗве ҫӗклес пулать.

В каждом городе, которому угрожает опасность нашествия врага, мы должны создать такое народное ополчение, поднять на борьбу всех трудящихся, чтобы своей грудью защищать свою свободу, свою честь, свою Родину в нашей Отечественной войне с германским фашизмом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Мускавпа Ленинградри ӗҫҫыннисем Хӗрлӗ Ҫара пулӑшма халӑхӑн нумай пинлӗ ополченине тума тытӑнчӗҫ те ӗнтӗ.

Трудящиеся Москвы и Ленинграда уже приступили к созданию многотысячного народного ополчения на поддержку Красной Армии.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Пирен халӑхӑн миллионлӑ массисем ҫӗкленсе тухӗҫ.

Поднимутся миллионные массы нашего народа.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫак фашистла пусмӑрҫӑсене хирӗҫ пыракан пӗтӗм халӑхӑн отечественнӑй вӑрҫин тӗллевӗ — пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтересси ҫеҫ мар, тата Европӑри мӗнпур халӑхсене, Германи фашизмӗн пусмӑрӗнче асапланакан халӑхсене, пулӑшасси пулса тӑрать.

Целью этой всенародной Отечественной войны против фашистских угнетателей является не только ликвидация опасности, нависшей над нашей страной, но и помощь всем народам Европы, стонущим под игом германского фашизма.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ялсемпе хуласенче халӑхӑн пуҫаруллӑ проекчӗсемпе хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Пирӗнтен кашни халӑхӑн йӑли-йӗри упранса ламран-лама куҫса пытӑр тесе пысӑк тӳпе хывать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех