Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслесе (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пӗрерӗн тӗрӗслесе усранӑ, пурте пӗр пек шултра та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӗр тӑватӑ сехет кансан мунчаласене тӗрӗслесе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Кольӑн сӑрӑсен цехӗ валли хатӗрлекен оборудование тӗрӗслесе пӑхма тата ӗҫлеме вӗренмешкӗн Германири Демократиллӗ Республикӑна тухса кайма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ыран, ав, вӑл тунӑ ҫӗнӗ оборудование тӗрӗслесе пӑхса комбината илсе каймалла.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Тен, Оксана та ӑна ӗненсех каймасть, анчах тӗрӗслесе пӑхма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен.

Администрация города Чебоксар, как оказывается, ежеквартально контролирует стоимость продаваемых в аптеках лекарств.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Унтан утӑ турамалли кӗреплисене тӗрӗслесе урапа ҫине хучӗ, Сарай тӳпинчен капан варри антарса урапӑ хыҫне ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи тата тӗп пасарти, аш-какайпа ытти ҫимӗҫе тӗрӗслесе тӑракан ҫӗнӗ лабораторисем уҫнӑ, вӗсенче хулана республика тулашӗнчен кӳрсе килекен выльӑх-чӗрлӗх продукцине радиаци тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармасӑр сутма юраманнине, хулари предприятисенче экспорт енӗпе ӑсатакан выльӑх-чӗрлӗх продукципе чӗртаварне тӗрӗслессине йӗркеленӗ, ветеринари службине ҫӗнӗ кадрсемпе ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Ача-пӑчан пӗрмаях выляс, пӗтӗмпех тӗрӗслесе пӑхас килет.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Хӑйсене ҫырас ӑсталӑхра та тӗрӗслесе пӑхма май пулчӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

— Килсе тӗрӗслесе кайма та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫав эсрел мӑйракисен шӑмми-шаккине тӗрӗслесе тухмалла!

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйсен ани патне ҫитеспе Сахар пӗр чӗнмесӗр пычӗ, лашине тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхам-ха тесе, тилхепине лӑнчӑ ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тевлеш пӗр кӗлтине илсе тӗрӗслерӗ: кутне ҫӳлелле туса силлерӗ, тырӑ пӗрчисем юлман-и тесе, пучахӗсене тыта-тыта пӑхрӗ: юлманпа пӗрех, ҫапах та Сахар килне таврӑнсан, тӗрӗслесе пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта мӗн хакпа сутнине вырӑнта тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, арӑмӗн аллинчи хунара илсе, сыснасене тӗрӗслесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вара тилхепене сӗреке аврин пӗр вӗҫне, вӗренне тепӗр вӗҫне ҫыхса лартрӗҫ, ҫав хушӑрах сӗрекен аял енне ҫыхнӑ чул татӑкӗсене тӗрӗслесе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран урисемпе те, аллисемпе те тӗрткелесе тӗрӗслесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кустӑрмисене лайӑх тӗрӗслесе, тевӗшсене хытарса кӳлсе пачӗ каччӑ ҫатан урапана.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ӑна тӗрӗслесе курнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех