Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗнрех (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Федькӑран учителе мӗнле политика пирки арестлени ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме те ӗлкӗрейменччӗ, ҫул ҫаврӑмӗнчен пӗр колонна йывӑррӑн таплаттарса утса пыни илтӗнсе кайрӗ.

Не успел я подробнее повыспросить у Федьки, за какую именно политику арестовали учителя как за поворотом раздался тяжелый топот приближающейся колонны.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗплӗнрех калаҫӑпӑр; эпӗ мӗнле пурӑннине пӗлӗн…

Поговорим подробно; узнаешь, как я жил…

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Укҫуна вара тӗплӗнрех пытар та Энзелие кай, эпӗ унта пыратӑп.

А деньги спрячь подальше и поезжай в Энзели, я там буду.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

— Тата тӗплӗнрех, — терӗ Вебер тутине ҫырткаласа, — Пелегрин трамплина асӑнчӗ: вӑрманлӑ пӗр енлӗ тайлӑм ҫурҫӗрелле тӑсӑлать, вӑл Пелегрин ҫулне диагональ пек касать.

— Еще подробность, — сказал Вебер, покусывая губы, — Пелегрин упомянул о трамплине, — одностороннем лесистом скате на север, пересекавшем диагональю его путь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

— Эсӗ тӗплӗнрех кала-ха, Ванькка пичӳ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Ҫамрӑк чух манӑн опыт сахалрах пулнӑ тата тӗплӗнрех чӑвашлатас килчӗ.

В молодости у меня было меньше опыта и хотелось лучше перевести на чувашский.

Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.

Суринэ ҫакна итлерӗ, матрос тӗплӗнрех каланине нимӗн туймасӑр тӑнларӗ, унтан вӑйӗ пӗтнӗрен лаштӑрах ларчӗ; стенасем, мачча, сӗтел-пукан — унӑн куҫӗсенче пӗтӗмпех сикет, арканать.

Суринэ, выслушав это, слушала еще, машинально, как матрос приводит подробности и, не устояв, села; стены, потолок, мебель — все прыгало и ломалось в ее глазах.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Тарт капитан утрав пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ, анчах ӗҫлӗ ҫын пулнӑ май унти ҫӗр пулӑхлӑхне тата тӑпра мӑнтӑрлӑхне, ҫавӑн пекех питӗ тутлӑ ҫӑл шывӗ нумаййине палӑртрӗ.

Капитан Тарт подробнее распространился об острове, но, будучи человеком практичным, отмечал плодородие и тучность земли, а также обилие прекрасной родниковой воды.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Вӗсем таҫта тухса тарас ҫук-ха, ытти пирки вара тӗплӗнрех шухӑшламалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку вара Телегинпа тӗплӗнрех калаҫса илмешкӗн, паллах, чылай чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку ыйтӑва тӗплӗнрех республикӑри НКВДӑн угрозыск пайӗн начальникӗ Крапивин юлташ ҫутатса парӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна эпир маларах та икӗ хут асӑннӑччӗ ӗнтӗ, эппин, тӗплӗнрех каласа памашкӑн вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пирки иксӗмӗр апат хыҫҫӑн тӗплӗнрех калаҫса татӑлӑпӑр, юрать-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ пирки каярах тӗплӗнрех калаҫса татӑлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, Варламов юлташ, эпӗ сире ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех тӗпчесе тухмашкӑн хушатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, юрӗ, кун пирки кайран, хӑйне тытсан, тӗплӗнрех шухӑшлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен те пиччӗшӗн пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлесшӗн-мӗн, анчах Антун ӑна нимех те каласа кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри-пӗри, тен, ӳкӗнен пек те пулчӗ-ши, тепри тата ҫав тискер ӗҫсемшӗн хӑйсене милици пушшех тӗплӗнрех шырасса, влаҫ тек ӗнтӗ пӑртак та каҫармасса ӑнланчӗ-тем…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, эпӗ яла ӳлӗм татах килкелӗп, ун чухне тӗплӗнрех калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ку ҫамрӑка тӗплӗнрех тӗпчесе пӗлмелле. Басмачсемпе ҫапӑҫнӑскер, пирӗн ӗҫре пысӑк усӑ кӳме пултарать», — шухӑшларӗ хӑй Васильев тухсанах.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех