Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнмеллерех (тĕпĕ: тӗлӗнмелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.

На большом расстоянии от места падения, — на берегу озера Мичиган, — катающиеся на лодках, сидящие на открытых террасах ресторанов и кофеен, играющие в теннис, гольф, футбол, запускающие бумажные змеи в тёплое небо, всё это множество людей, выехавших в день воскресного отдыха, — насладиться прелестью зелёных берегов, шумом июньской листвы, — слышали в продолжение пяти минут странный, воющий звук.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ тинех ҫӳлти куҫсенчен пӗринче Лось тӗлӗнмеллерех, ансӑр, ҫап-ҫутӑ ҫурла курать, ку — Люцифер!

Наконец, в одно из верхних глазков Лось увидел странный, ослепительный, узкий серп, — это был Люцифер.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗлӗнмеллерех темӗнле чӑшӑр-чӑшӑр, тӑнк-танк, ҫӑмартан тимӗр хуппине тулашран темӗнле япаласем перӗнни-чышни-тӗртни илтӗнеҫҫӗ.

Послышались странные шорохи, постукивания, прикосновения каких-то тел снаружи о железную обшивку яйца.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе тӗлӗнмеллерех, — сарӑ, пустарса ҫӗленӗ арча евӗр.

Небо было странное, — жёлтое, стёганое, как сундук.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗлӗнмеллерех икӗ уйӑх ишет: пӗри ҫӳлелле, тепри шырлӑхланса айккинелле.

Две эти странные луны поплыли, — одна ввысь, другая на ущерб.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эсӗ темле тӗлӗнмеллерех пӑхатӑн.

— Ты глядишь так странно.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ унтан тӗлӗнмеллерех сасӑсем ҫывхараҫҫӗ: чӑштӑртату, чӑшлату, — ҫемҫе темӗнле шӗвек вӗреме пуҫларӗ тейӗн.

Теперь оттуда шли странные звуки, — шорох, шипение, казалось — там закипала какая-то мягкая жидкость.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Лось тӗлӗнмеллерех сасӑпа, шӑппӑн ыйтрӗ:

После молчания Лось спросил странным голосом, негромко:

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унӑн сӑнне паллама йывӑр: пысӑк куҫӗсем путса кӗнӗ, тӗксӗм; вӗсенчен тӗлӗнмеллерех ҫутӑ сӑрхӑнать.

Трудно было узнать его лицо: — огромные глаза ввалились, — были темны, странный свет шёл из его глаз.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫурт леш енчи тӑрӑ ҫинчи тӗлӗнмеллерех мӗлкене тӗсенӗ май Лось мышцисем хытса карӑннине, вӗри юн чӗрине силленине туять: «Кӗрешӳ, кӗрешӳ…»

Вглядываясь в странную тень по ту сторону дома, над крышей, — Лось чувствовал, как мышцы его напрягаются, горячая кровь сотрясает сердце, — «борьба, борьба».

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫи витти шӑлӗсем витӗр тӗлӗнмеллерех мӗлке шӗвӗр вӗҫӗпе кӑнтарӑнса тӑрать.

Из-за зубцов крыши торчала острым углом странная тень.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сасӑсен пӑттинче Аэлита хӑлхисем тӑса-тӑса кӑшкӑракан тӗлӗнмеллерех сасса темиҫе хутчен те илтрӗҫ:

Несколько раз в каше звуков слух Аэлиты улавливал странный голос, вопивший протяжно:

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Механик ҫаврӑнса пӑхрӗ: Аэлитӑпа Тӳпе Ывӑлӗн сӑнӗсем — тӗлӗнмеллерех.

Механик обернулся: у Аэлиты и сына неба были странные лица.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑйӗн кӑмӑлне, хӑйӗн мӗн пур ӑслӑх-тӑнлӑхне пӑхмасӑр — вӑл хӑех тӗлӗнмеллерех хусканусемпе ман ҫума пырса лӑпчӑнать…

Помимо воли, всей своей мудрости, она сама, странным движением, придвинется ко мне…

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Аиу ту ира хасхе Аэлита, — чӗнчӗ те Лось — хӑйӗн сӑмахӗсен тӗлӗнмеллерех сассине кӑштах аптӑраса тӑнлать.

— Аиу ту ира хасхе Аэлита, — проговорил Лось, с изумлением прислушиваясь к странным звукам своих слов.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вут-тӗлкӗшӳ кӗлпе хӑвӑрт-хӑвӑрт витӗнет, тӳпе янкӑрланчӗ, тӗттӗмленет, акӑ ҫӑлтӑрсен тӗлӗнмеллерех ӳкерчӗкӗ сӑнарланчӗ.

Быстро, быстро огонь покрывался пеплом, небо очищалось, темнело, и вот уже зажглись звёзды, странный рисунок созвездий отразился в воде.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Кайӑр та выртса ҫывӑрӑр, — терӗ Аэлита шӑпах та кунти чӗлхепе, унӑн сассисем хальлӗхе тӗлӗнмеллерех, анчах пӗлтерӗшӗ ӑнӑн-тӑнӑн сӗмлӗхӗнче витӗрех кӗретленет ӗнтӗ.

— Идите и лягте спать, — сказала Аэлита гостям на том языке, звуки которого были ещё странными, но смысл уже сквозил во мгле сознания.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ансӑр чӳрече леш енче капмар ҫӑлтӑрсем пӑрла ҫутӑпа ҫунаҫҫӗ, — вӗсен халӗччен курман чертежӗ тӗлӗнмеллерех те тискертерех.

За узким окном горели ледяным светом огромные звёзды, — незнакомый их чертёж был странен и дик.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аллине ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе вӑл хӗвел ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те тӗлӗнмеллерех янӑракан палланӑ сасӑ кӑларчӗ:

Лёгким движением руки он указал на солнце и проговорил знакомый звук, прозвучавший странно:

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Зал пуш-пушӑпа пӗрех; унта-кунта выртакан темиҫе пукан, сӗтел — пӗр кӗтесӗнче сирсе пӑрахнӑ ҫӑмламас ейме, апат-ҫимӗҫӗн ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ юлашкисем, стена ҫумӗнче лутра темиҫе диван, чул урайӗнче — консерв шӑвӑҫ банкисем, ҫӗмрӗк кӗленче савӑтсем, тӗлӗнмеллерех темӗнле ӗлкеллӗ, алӑк тӗлӗнче тӑракан машина е вӑрҫӑ хатӗрӗ — дисксемпе, шариксемпе тата металл тетелпе.

Зала была почти пуста, несколько опрокинутых табуретов, стол с откинутой в одном углу мохнатой скатертью и блюдом с истлевшими остатками еды, несколько низких диванов у стен, на каменном полу — консервные жестянки, разбитые бутыли, какая-то, странной формы, машина, не то орудие — из дисков, шаров и металлической сети, стоящая близ дверей.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех