Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗк сăмах пирĕн базăра пур.
тӗлӗк (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пит лайӑх тӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Чӑннине пӗлтернӗ вӑл тӗлӗк, Сухви, ним ытарли те ҫук унта: чӗрри те, вилни те хӑвах, пурнӑҫри пекех, — терӗ Евсей Антоныч, хӗрарӑмсем умне сасартӑк тухса.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Тӗлӗнмелле тӗлӗк куртӑм: эпӗ вилнӗ пек те хама хам пытарма ҫунашкапа туртса каятӑп пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пур-и эсӗ, пулнӑ-и е эсӗ усал тӗлӗк пек ҫеҫ куҫа курӑннӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Тӗлӗнмелле тӗлӗк, — текелесе, хӗрарӑм лӑпланчӗ, — каллех ыттисемпе вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Эпӗ тӗлӗк каласа паратӑп, итлес килмесен, ан итле, — лӑпкӑн тавӑрать Прухур мучи.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ытла та хӑрушӑ тӗлӗк.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Ӗнер каҫ эпӗ тӗлӗк курнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Мӗн тӑвӑн-ха, ял ҫыннисене тӗлӗк те тӗлӗнтерет иккен.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ҫав ҫӗр тӗлленнӗ тӗлӗк халӗ те асра.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ку тӗлӗк эсир ӗмӗр-ӗмӗрех пуян та хисеплӗ пуласса, сире ӗмӗр-ӗмӗрех хура халӑх пуҫ тайса пурӑнасса пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗне пӗлтерет-ши ку тӗлӗк?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла тата тем кураттӑм… ыйхӑран вӑраннипе тӗлӗк вӗҫсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле тӗлӗк, хӗрӗм?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ваҫухха аппа… ире яхӑн эпӗ тӗлӗк курнӑ…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пашалӑвӗ пиҫсен, ӑна пуҫ айне хурса, тӗлӗк асӑнса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗлӗк куртӑм…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑрушла тӗлӗк курса ҫывӑрнӑ пек, ыйхӑран шарт сиксе вӑранчӗ те нимӗн тавҫӑраймасӑр: — Мӗн пулнӑ? — тесе ҫуйлӑн ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах арӑмӗн кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ҫурри-ҫурмалла килӗшсе: — Мӗн пулсан та, ӑраскал пӳрнинчен иртес ҫук, Татьяна. Ырӑ тӗлӗк мар тесе, ҫитмен-килмен инкекшӗнех пуҫа ватса выртас мар. Ав, автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ. Тӑрас пулать, — терӗ те шӑналӑк ӑшӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле тӗлӗк тата?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех