Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллевӗ (тĕпĕ: тӗллев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн-ха вӑл пурнӑҫ тӗллевӗ?

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Пурнӑҫ тӗллевӗ… пурнӑҫ тӗллевӗ

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кашни пусӑм ҫӗр лаптӑкӗпе пӗлсе тата туллин усӑ курасси кооператив правленийӗн отчетлӑ тапхӑрти тӗп тӗллевӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Отчетлӑ пухӑвӑн тӗп тӗллевӗ ҫулталӑкри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетесси, кооператив правленийӗн ӗҫне хак парасси тата малашлӑх тӗллевсене палӑртасси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗн тӗп тӗллевӗ - кашни ачана пайӑр аталану ҫул-йӗрӗпе килӗшӳллӗн комплекслӑн пулӑшса пымалли тытӑм туса хурасси.

Главная цель Года счастливого детства – создание системы комплексного сопровождения каждого ребенка в соответствии с индивидуальной траекторией его развития.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

- Комиссин тӗп тӗллевӗ ҫынсене штраф парса ҫемьене тӑкак кӳресси мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Тӑван халӑх юррисене пухасси, ҫав нумай ӗмӗрсем хушши «шӑл хушшинче пытарса усранӑ юрӑсене» ҫут тӗнче умне кӑларасси унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ пулса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Регионсем хушшинчи фестивалӗн тӗллевӗ — пултаруллӑ ачасене тупса пӗр лапамра пӗрлештересси.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d0%bf%d1%8 ... ba%d1%88e/

Пурӑнан саманан тӗн ыйтӑвӗсене хускатасси-тапратасси, унӑн таппипе пурӑнасси, унӑн сӑн-сӑпачӗн хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса парасси, халӑха ялан та малалла пӑхса ӗҫлеме-пурӑнма хавхалантарса пырасси — литературӑн чи ҫывӑх тивӗҫӗ, тӗллевӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ун тӗллевӗ чи малтанах – инкексенчи ҫӑлав хӑнӑхӑвӗсен пахалӑхне тата хӑвӑртлӑхне ӳстересси.

Куҫарса пулӑш

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Ятарлӑ операцин тӗп тӗллевӗ – Донбасӑн пӗтӗм территорине ирӗке кӑларасси – малтанхи пекех улшӑнми юлать.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Планетӑсем приоритетсене палӑртма сӗнеҫҫӗ: хӑш тӗллевӗ сирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех.

Планеты советует расставить приоритеты, определив, какие цели для вас наиболее важны и значимы.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кирек мӗн каласан та, пӗр тӗллевӗ паллӑ унӑн: ҫӗнӗ хан Мускав ҫарне Атӑл хӗррине вӑрҫӑпа кайма кансӗрлесшӗн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

- Паллӑ ӗнтӗ, мушенниксен тӗп тӗллевӗ - шанӑҫа кӗрсе укҫа куҫарттарасси.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Теприсем ҫирӗп чӗреллӗ, вӗсен вӑй-халӗ тинӗс пек вӑйлӑ та сарлака, вӗсем хӑйсен тӗллевӗ патне ҫитеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Социализмла ялхуҫалӑхне малалла аталантарассин тӗп тӗллевӗ вӑл — халӑх пурнӑҫне пур енчен те лайӑхлатасси пулать, — терӗ радио.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Вӗсен тӗллевӗ - малашлӑха, ырӑлӑха ӗненесси, килӗшӳре пурӑнасси.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Кӑҫалхи фестивалӗн тӗп тӗллевӗ - куракана тивӗҫлӗ кинокартинӑсемпе тивӗҫтересси».

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Укка тӗллевӗ — мӗнле те пулин, аякран та пулин Микулая курса ун шухӑш-кӑмӑлне пӗлесси, хӑйӗн туйӑмӗсене систересси.

хотя бы издали увидеть Мигулая, узнать о его настроении, сообщить о своих чувствах… взглядом.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулая илес пулсан, халь ун, ман шухӑшпа, пӗртен-пӗр тӗллевӗ те сана качча илмесӗр тунӑ йӑнӑша тӳрлетесси ҫех».

Вот и у Мигулая, я думаю, одна цель: как поправить то, что не женился на тебе в свое время».

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех