Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна туйса илчӗ те учитель.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ваттисем калани, апла, тӳрре тухать, — халӑх ӑслӑлӑхне пӗтӗм чунран туйса илсе калать Нинук.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хальхинче те ача хӑйне сасартӑках паттӑр пек туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавра ҫыртӑка алӑрах туйса илнӗ хӗр ӑна тепӗр хут шатӑрт! ҫеҫ ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав самантра ытарайми пурнӑҫ тӗсӗсем улшӑнсах тӑнине чӗрепе туйса илетӗр…

И вы увидите: все станет по-другому…

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫывхарса килекен инкекрен ниепле те пӑрӑнса юлма май килменнине туйса тӑни ман чуна каллех пӑрлантара-пӑрлантара илет.

И снова меня оледенило предчувствие непоправимой беды.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ вара каллех, ним сӑлтавсӑрах тенӗ пек, чӗрене хӗсекен туйӑмсем сӑрхӑнма пуҫланине туйса илтӗм.

И опять, бог весть почему, тяжело стало у меня на душе.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чун канӑҫӗ кӳрекен кунашкал лапкӑлӑха эпӗ ҫак самантчен туйса курманччӗ.

Это было как самый прекрасный пир.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чун пӑлханнӑран Ҫӗр ҫинчи чи ачаш та черченкӗ тӗпренчӗке йӑтса утнӑ пек туйса пытӑм.

Я был взволнован. Мне казалось — я несу хрупкое сокровище. Мне казалось даже, что ничего более хрупкого нет на нашей Земле.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эсӗ хаш вӑхӑтра килес тенӗ, ҫавӑн чух килетӗн пулсан ман чӗре ҫш телейлӗ самант ынатлӑхне туйса илеймест…

А если ты приходишь всякий раз в другое время, я не знаю, к какому часу готовить свое сердце…

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Самантрах вал хӑйне ҫав тери телейсӗррӗн туйса илчӗ.

И почувствовал себя очень-очень несчастным.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗр кӳлепин чикӗсӗр мӑнаҫлӑхне эсир ҫакӑн тӑрӑх та туйса илме пултаратӑр: электричество вӑйӗпе усӑ курма вӗреничченхи тапхӑрта ултӑ континент ҫинче хунарҫӑсен шутсӑр пысӑк ҫарне тытса тӑма тивнӗ — пурӗ тӑват ҫӗр утмӑл икӗ пин те пилӗк ҫӗр вун пӗр ҫын.

Чтобы дать вам понятие о том, как велика Земля, скажу лишь, что, пока не изобрели электричество, на всех шести континентах приходилось держать целую армию фонарщиков — четыреста шестьдесят две тысячи пятьсот одиннадцать человек.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗк принц ун ҫине сӑнаса пӑхнӑ хушӑра хунарҫӑ ытларах та ытларах хӑйӗн кӑмӑлне кайма пуҫланине туйса илчӗ: этем мӗн тери тӗплӗн туса пырать хӑйне хушнӑ ӗҫе!

Маленький принц смотрел на фонарщика, и ему все больше нравился этот человек, который был так верен своему слову.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тахҫан ку ӗҫе еккине туйса тӑваттӑм.

Когда-то это имело смысл.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тем тусан та тек пулмасть манран анасласси… терӗ те Пӗчӗк принц пичӗ хӗрелсе кайнине туйса илчӗ.

Я больше не могу… — вымолвил Маленький принц и весь покраснел.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вара чечек тата та хытӑрах ӳсӗрме пуҫларӗ, — ан тив, хӑйӗн айӑпне хытӑрах туйса илтӗр тесе шак хучӗ пулас!

Тогда она закашляла сильнее: пускай его все-таки помучит совесть!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Баобабсем ӳкернӗ чух вара эпӗ ҫак ӗҫӗн шутсӑр пысӑк пӗлтерӗшне туйса ӗҫлерӗм.

А когда я рисовал баобабы, меня вдохновляло сознание, что это страшно важно и неотложно.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тата тепӗр хут Павлик мӑйӗ ҫинчи хӗвелпе пиҫсе кӗрен тӗсленнӗ ӳт йӗрӗ ҫине пӑхрӗ те сасартӑк пӗлӗте пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарма хатӗрленекен ҫак йӗкӗт уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнине пӗтӗм кӗлеткипе, пӗтӗм ӑш-чиккипе туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ пуҫа ҫӗклесе йӗри-тавралла пӑхма вӑй ҫитереймерӗм, анчах пӳртре пӗр-пӗчченех пулнине туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ халь ҫавӑн пек ҫил ҫывхарса килнине тӳрех туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех