Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Египет тинӗсне, ҫав тинӗс аврине, типӗтсе ярӗ, ҫавраҫил вӗртерсе, аллине юханшыв ҫине тӑсӗ те ӑна ҫичӗ юппа пайласа ярӗ, ҫапла вара ун урлӑ ура сыррипех каҫма пулӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ Хӑвӑн вӑюпа тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ, Эсӗ шыв ҫийӗнчи ҫӗленсен пуҫне аркатнӑ; 14. Эсӗ левиафан пуҫне аркатнӑ, ӑна пушхирте [Эфиопире] пурӑнакансенӗн апачӗ тунӑ; 15. Эсӗ чулран ҫӑлкуҫӗ, юхӑм шыв ҫапса кӑларнӑ, Эсӗ ялан юхакан шывсене типӗтсе янӑ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сӗмлӗхрен хӑтӑлаймӗ; унӑн хунавне ҫулӑм типӗтсе ярӗ, ҫимӗҫне ҫил татса пӗтерӗ.30. Не уйдет от тьмы; отрасли его иссушит пламя и дуновением уст своих увлечет его.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара священник арӑма тупалӗ те калӗ ӑна: санпа никам та ҫывӑрман пулсассӑн, эсӗ ирсӗрленмен, хӑвӑн упӑшкуна улталаман пулсассӑн, ҫакӑ ылхан кӳрекен йӳҫӗ шывран сиен курмӑн; 20. анчах эсӗ хӑвӑн упӑшкуна улталаса ирсӗрленнӗ пулсассӑн, хӑвӑн упӑшкусӑр пуҫне санпа кам та пулин ҫывӑрнӑ пулсассӑн, тетӗр те священник 21. арӑма ылхан тупи каласа тупалатӑр, священник арӑма ҫапла калатӑр: Ҫӳлхуҫа сана ылханлӑ тутӑр, ху халӑхун ылханӗ айне хӑвартӑр, Ҫӳлхуҫа санӑн варна типӗтсе ларттӑр, хырӑмна шыҫӑнтарса ятӑр; 22. [санӑн] хырӑмна шыҫӑнтарса яма, [санӑн] варна типӗтсе лартма ҫакӑ ылхан кӳрекен шыв санӑн ӑшна-чиккӳне кӗрсе кайтӑр, тейӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсенчен тырӑ-пулӑ парни кӳретӗн пулсассӑн, малтан ӗлкӗрнӗ тыррун пучахӗсене вут-ҫулӑм ҫинче типӗтсе, пӗрчисене тӳсе парне кӳр; 15. ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар, ун ҫине ливан хур: ку — тырӑ-пулӑ парни; 16. священник, ҫав пӗрчӗсемпе йывӑҫ ҫӑвӗнчен асӑнмалӑх пай илсе, ӑна мӗнпур ливанӗпе пӗрле ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Лев 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ; 30. вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ, 31. выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.