Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавӗ (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушар хуралӗн сотрудникӗсем те асӑрхаттараҫҫӗ: ҫулла тирек мамӑкӗ чӑнах та чылай инкек сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Эпир патшалӑхран нимӗн те тархасламастпӑр, сӑлтавӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Тепӗр тесен, сӑлтавӗ те пур пек.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипех те хӗрсене куҫ хӗсмелӗх сӑлтавӗ пур унӑн паян.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ-ши вӗсем? Пӳртӗнче епле-ши?» — час-часах шухӑшлатчӗ вӑл, анчах халиччен те кунта килме сӑлтавӗ тупӑнманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑлтавӗ ансат: эсир вӗсене тимлӗх сахал уйӑратӑр.

Причина может быть самой банальной: вы уделяете им мало внимания.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ара, сӑлтавӗ те пур-ҫке ун пек калаҫма: тыр-пула акса хӑварни ик эрне ҫитет — пӗрре те ҫумӑр ҫуса кӑтартмарӗ; тӑпра типет те типет.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хамӑрӑн ентешӗмӗрсемпе мӑнаҫланма сӑлтавӗ те пур, А.Г. Николаевӑн ҫитӗнӗвӗ ӗмӗр асӑмра, унпа пирӗн тӑрӑха килме кӑмӑл тӑвакан туристсем те час-часах кӑсӑкланаҫҫӗ», – тесе ҫапларах ҫырнӑ хӑйӗн салам йӗркисенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Сӑлтавӗ витӗмлӗ пулчӗ вӗсен — Туканаш пумилккине ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пур сӑлтавӗ те ҫакӑ кӑна.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн сӑлтавӗ тупса ун умне курӑнас?

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

Шӳтле каласан, манӑн унта пыма сӑлтавӗ пур-ҫке-ха: Лев Борисовичпа эпир те «авалхи туссем» темелле, Йӑлӑмра, унтан Анаткас шкулӗнче тӗл пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Твиккапа Квиккана мухтама сӑлтавӗ те пур ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Улӑп теме сӑлтавӗ пурах ӗнтӗ: мӗншӗн тесен юман вӑл пирӗн таврари вӑрмансенчи йывӑҫсем хушшинче чи мӑнни шутланать, ӗмӗрӗ те ытти йывӑҫсенчен вӑрӑм унӑн — икӗ пин ҫул ытла ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ашшӗ килӗ-ҫурчӗ пирки ывӑлӗн хумханма сӑлтавӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Малта пынин тӗп сӑлтавӗ — колхоза ҫирӗм ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр Петр Тимофеевич ертсе пынинче.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ун пек хӑтланма ӑҫта вӗсен сӑлтавӗ?

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Эс пурнӑҫран юлса пынин сӑлтавӗ вӑл хаҫат вуламаннинче, — хирӗҫлет хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Иван мучи.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Карл Маркс ячӗллӗ кооперативра тӑрӑшакансен те мӑнаҫланма сӑлтавӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Савӑнма та сӑлтавӗ пур - хуҫалӑхри хӑшпӗр хуралтӑсен ҫӗкленӗвӗнче ун тӳпи те пур-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех