Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехетрен (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫур сехетрен ытла…

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халлӗхе уйри ҫил вӗрмесен те пӑртак сивӗ пек, анчах, кӗтсех тӑр, тепӗр сехетрен ҫири пиншака та хывмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата ҫур сехетрен Кӗтерне Липӑна кӗтмен ҫӗртен тепре курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗпӗр ҫур сехетрен, киле таврӑннӑ чухне, Назиб ҫул ҫинче Маринене хӑваласа ҫитрӗ, лашине чарса, бригадира лартрӗ те ун килне ҫитиччен шӑл йӗрсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тепӗр икӗ сехетрен Карачӑм патне хваттерне кайса унпа чӗререн калаҫас тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫур сехетрен!

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тата икӗ сехетрен, ӗнесене суса килсен, пӑхрӗ те Кӗтерне, Сехре каллех ҫывӑрса выртать.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрнекун ӑсталӑх лаҫҫи 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетрен 18 сехетчен.

В пятницу мастерская работает с 16 до 20 часов, в субботу — с 15 до 18 часов.

Музейра ҫӑм арлама вӗрентеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33259.html

Ирхине 7 сехетрен эпӗ тӗрӗслесе кӑларакан пунктра тӑтӑм, электромобильсен ӗҫне йӗркелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Вӗсем иккӗшӗ оргкомитет пуҫтарчӗҫ те тепӗр сехетрен ялти активлӑ та хастар ҫамрӑксем пулас уява йӗркелессине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Район территорийӗнче ҫак кун 8.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен 37 суйлав участокӗ ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Ирпе ирех ӗҫлеме тухатпӑр та каҫхине 11 сехетре ӗҫ пӗтерсе кӗретпӗр. тепӗр икӗ сехетрен каллех ӗҫлеме тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Вӗсем «Спартак» стадионӑн административлӑ корпусӗн пӗчӗк залӗнче кашни юнкун (11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен) тата эрнекун (11:30 сехетрен пуҫласа 12:30 сехетчен) иртӗҫ.

Они будут проходить в малом зале административного корпуса стадиона «Спартак» каждые среду (с 11 до 12 часов), и пятницу (с 11:30 до 12:30).

Шупашкарсен Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли хускану занятийӗсене тӳллевсӗр ҫӳреме май пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32896.html

Ку ӗҫе каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 7-чен тӑваҫҫӗ.

Эта работа выполняется с 6 часов вечера до 7 утра.

Общество транспортне дезинфекцилеме тытӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32858.html

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать.

Он продлится до 10 сентября, проголосовать можно с 16 до 20 часов в рабочие дни.

Республикӑра сасӑлав пырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32828.html

Тепӗр сехетрен ача амӑшӗ те тупӑннӑ.

Через час появилась и мать ребенка.

Ют ҫын ачине илсе кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32685.html

«6. Ҫак статьян 5-мӗш пайӗнче палӑртнӑ требованисене пӑснӑ чухне кандидат суйланма килӗшни ҫинчен Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссине маларах пӗлтерсе хуни вӑйра тӑрать тесе шутлаҫҫӗ, енчен те каярах пӗлтерсе хунине йышӑннӑ кун хыҫҫӑнхи кун вырӑнти вӑхӑтпа 18 сехетрен кая юлмасӑр кандидат маларах ҫырнӑ заявление каялла илмен пулсан.»;

«6. В случае нарушения требований, установленных частью 5 настоящей статьи, действительным считается выдвижение, о котором Центральная избирательная комиссия Чувашской Республики была уведомлена раньше, если не позднее 18 часов по местному времени дня, следующего за днем приема более позднего уведомления, кандидат не подаст заявление об отзыве ранее поданного заявления о согласии баллотироваться.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен машини Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 10 сехетрен пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен темиҫе вырӑна ҫитсе чарӑнӗ – халӑхран хут, кантӑк, пластик, ҫипуҫ, батарейка, пластмасса хупӑлча, шӑл тасатмалли щётка, лампочка, дозаторсемпе распылительсем, фломастерсемпе маркерсем тата ыттине йышӑнӗҫ.

Транспорт защитников окружающей среды с 10 утра до 14 часов 30 минут в Новочебоксарске остановится в нескольких местах — от населения будут приниматься бумага, стекло, пластик, одежда, батарейки, пластмассовые крышки, зубные щётки, лампочки, дозаторы и распылители, фломастеры с маркерами и др.

«Экомаршрутка» ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32383.html

Гистамин хыҫҫӑнхи реакци ҫур сехетрен йӑлтах иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вассерман реакцийӗ тума тӑватӑ сехетрен кая мар вӑхӑт кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех