Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехетре (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыран уяв, Василий Викторович канма та пултарать, машинӑпа каяс пулсан, ик-виҫӗ сехетре ҫитме пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Литература ёлки кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.

Литературная ёлка состоится 13 января, начало в 16 часов.

Литература ёлкинче чи лайӑх поэта палӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33911.html

Унтан, пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ҫӗрле, шӑп вун икӗ сехетре, ҫав пысӑк лавкка ҫывӑхӗнчи тӑкӑрлӑка ҫитсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытларикун ирхине, 7 сехетре, полици прапорщикӗ дежурствӑна кӗме служба вырӑнне ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Паян 14 сехетре Кӳкеҫре общежитире пушар пулнӑ.

Сегодня в 14 часов в Кугесях произошёл пожар в общежитии.

Кӳкеҫре общежити ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33742.html

Хӑҫан пуҫланса кайрӗ вӑл, мӗнле кун, мӗнле сехетре — халь ӑна татсах та калаймӑн…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хаврук, ав, ӗнисене ҫур сехетрех суса пӗтеретчӗ, Хӗветле — пӗр сехетре.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

«Волгӑпа» ӗҫленӗ чухне сехетре ҫӗр ҫухрӑм каясси темех мар.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Штаблӑ вӗренӳсем ытларикун ирех, 6 сехетре, условнӑй «инкек» ҫинчен хыпарланинчен пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Тӗлпулу 15 сехетре пуҫланӗ.

Встреча начнется в 15 часов.

Хальхи чӑваш литературине сӳтсе явӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33697.html

Тепӗр сехетре учительница виҫҫӗмӗш класа задача шутлама пачӗ, пире кашнине вунна ҫитиччен шутлаттарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ.

Полыхание огня заметили в 6 часов утра.

Пайтушри пушарта икӗ ҫын вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33506.html

Ӗҫне пӗр-ик сехетре пӗтерме палӑртнӑ Янтул пӳрте тӗттӗм пуласпа тин пушанса кӗчӗ.

Яндул наметил справиться с задуманным делом за пару часов, но провозился до самого темна.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Журналистсен шкулӗн программи сентябрӗн 7-мӗшӗнче 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен библиотекинче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b6%d1%8 ... %d0%b0cce/

Упрантӑрччӗ ӑшра тӗреклӗх Ҫак пит асаплӑ сехетре.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ман шухӑшсем санӑнни пек сехетре улшӑнмаҫҫӗ, пурпӗрех каласа ӗнентереймӗн.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку телеграммӑна Кудрявцева паччӑр, — янӑрарӗ секретарь сасси, — каҫхине ҫичӗ сехетре пуху пухчӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуху сакӑр сехетре пуҫланать тенӗрен Ятман правлени ҫуртне тӑхӑр сехет тӗлне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пырса калаҫса лармаллаччӗ ӗнтӗ, курманни нумай пулать, анчах кӗҫӗр вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, сакӑр сехетре пухӑва каймалла, — терӗ Ятман кӳрши Уҫӑп старик.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала килне шӑпах хӑйне кӗтмен сехетре — тул ҫутӑлсан ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех