Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сая сăмах пирĕн базăра пур.
сая (тĕпĕ: сая) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ сая кайманнишӗн, пӗчӗк ачана ачашланӑ пек ачашласа ӳстернӗ улмуҫҫисем ҫимӗҫ кӳме пуҫланишӗн хытӑ савӑннӑччӗ, анчах пурӑна киле, садран тупӑш ытларан ытларах илме тытӑннӑҫемӗн, ӑна хӑйӗн сачӗ пӗчӗк пек, сахал пек туйӑна пуҫларӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин аслӑлатма май шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш курса аран ҫеҫ куҫнӑскер, ялан кӳлешекен арӑмӗ хӳптӗрленипе кӳтсе ҫитнӗскер, Лавр кӑлӑхах вӗренсе вӑхӑта сая ярас темерӗ, училищӗрен пӑрахса кайрӗ те «Художник» артеле ӗҫлеме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Колхозӑнне шан-ха вӗсенне — ҫӗре ахаль сая яраҫҫӗ кӑна, вӗсен сачӗн тупӑшӗнчен ытла тӑкакӗ, — ӑшаланӑ кӑмпана тӗшӗрнӗ май, старик ывӑлӗ ҫине куларах пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫур кун ӗҫлени сая каять вӗт.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйсен ӗҫне сая янишӗн колхоз пуҫлӑхӗсемпе агрономӗсене ӑҫта «чиксе» кӑлармастчӗҫ-ши кун каҫиччен!

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

…Вӑхӑта сая ярас мар тесе, Коля Викторсем патне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Ят кӑларни сая каймарӗ хӑть.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑхӑта ахаль сая янӑшӑн хашлатса сывлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ку эрнере сире тӑрӑшни сая кайнӑ, эсир пустуй ӗҫленӗ, йӑлтах планпа килӗшӳллӗн пулман пек туйӑнӗ.

На этой неделе может показаться, что все ваши усилия напрасны, всё идёт не по плану.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗр-ачин менелникӗ пынӑ вӑхӑтра Лаврскипе тата Огуречниковпа калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн икӗ общинӑна тавлаштарса яни сая пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ пархатарсӑр ӗҫ ҫинчен калаҫса ҫӑвар пылакне те сая ямастӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара тӑрӑшни пӗтӗмпех сая кайӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн чӗрине тахҫантанпах ыррӑн вӑркӑштарса пурӑннӑ ӗмӗт сая кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унан мӗнпур ырӑ ӗмӗтне тӑван ашшӗ сая ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн ӗмӗтленни пӗтӗмпех сая кайрӗ».

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑваласа чӗлхӳ пылакне те сая ан ту, Лукерья Семеновна…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑхӑта усӑсӑр сая ярас мар, тӑвансем.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Эп тӑрӑшни сая кайрӗ, — тет мӑрса ӑшра, — ҫак Ту енчи мӑрсасене пулах пӗтӗм ӗҫӗм пӑчланчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимле телей пулмарӗ, Ӗмӗр сая каяйрӗ…

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурнӑҫ пӗтнӗ, пурнӑҫ сая кайнӑ, ӑна хӗрхенмелли ҫук.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех