Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхнине (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тинкерӳллӗн, йывӑррӑн пӑхнине хура ҫӳҫлӗ портрет юмарт, ҫепӗҫ кулӑпа хуравларӗ.

Темноволосый портрет ответил его цепкому, тяжелому взгляду простой, легкой улыбкой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫак туйӑм Нок ытти чухне хӗрарӑмсем ҫине сивӗ курайманлӑхпа пӑхнине пӑртак ҫемҫетрех.

Это слегка сглаживало обычную холодную враждебность Нока к прекрасному полу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Матрос урӑхларах, хӑюллӑн, ҫивӗччӗн пӑхнине асӑрхасан капитан ӑнланчӗ: Ленур пӗтӗмпех пӗлет.

Теперь по особенному, вызывающе напряженному взгляду матроса капитан понял, что Ленур все знает.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Тӑнлавӗ ҫинчи тарне кӗпе ҫаннипе сӑтӑрса типӗтрӗ, ун ҫине боцман кӑмӑлсӑррӑн, шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.

Он вытер рукавом блузы пот, выступивший на висках, и поймал угрюмый, пристальный взгляд боцмана.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Лешӗ кӑмӑлсӑррӑн мӑшлатса илчӗ, анчах Калюков шӑтарас пек пӑхнине курчӗ те шалти кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ, икҫӗр тенкӗ шутласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуняшшӗн, Ҫӑпата Матвин, пурнӑҫне илсе кайнӑ ҫав синкерлӗ ҫарату хыҫҫӑнхи тӗлпулу вӑхӑтӗнче Хӗлимун та ун ҫине ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхнине Сӑпани сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫине эпӗ мӗн чухлӗ илнӗ — пӗтӗмпех тавӑрса паратӑп, килтех тытатӑп, расхутласа пӗтермен, — пуҫлӑхсем хӑй ҫине пӑхнине хӑйне май ӑнланса, пӗлтерчӗ Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав анекдотсем халӑх хӑйсене пусмӑрлакансем ҫине мӗнле пӑхнине пит лайӑх кӑтартса параҫҫӗ.

Эти анекдоты ярко свидетельствуют о том, как народ относится к их угнетателям.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Анчах, тимлӗрех сӑнасан, ҫак кӑвак куҫ темле шанмасӑр та сиввӗн пӑхнине, ҫӳхе тути ялан кулмасӑр, ҫирӗппӗн чӑмӑртанса тӑнине асӑрхатӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан майӗпен, хӑйне ют куҫсем пӑхнине уҫӑмсӑррӑн туйнӑран, хашлатса сывларӗ те — шухӑшламасӑрах тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Потом медленно, смутно почувствовав на лице чужой взгляд, вздохнул и бессознательно осмотрелся.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хӗрӗ пӑхнине туйса Лонгрен пуҫне ҫӗклерӗ, ассӑн сывласа эхлетрӗ.

Чувствуя взгляд, он поднял голову и вздохнул.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Подъезд умӗнче ларакан хӗрарӑмсем хӑй ҫине сӑнаса пӑхнине туйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Эпӗ чи телейлӗ ҫын паян, — савӑнӑҫпа ҫиҫекен Нина Зина хӑйӗн ҫине йӗрӗнерех пӑхнине те сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫамрӑк хӗрарӑм алӑкран кӗрсенех арҫынсем ун еннелле пӑхнине асӑрхасан именсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫынсем хӑйсем ҫине пӑхнине хӗр асӑрхаманҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Миша пӗрле вӗренекенсем хӑй ҫине пӑхнине курсан вӑтанса каять.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ытти свидетельсем те хӑйсем курни-илтнине каласа пӗтерсен прокурор ҫумӗн куҫӗсем хӗр ҫине тата та ӑшшӑнрах, хӗрхенсе пӑхнине курчӗ Юрий Владимирович.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл арҫын Вероника ҫине ҫуллӑ куҫсемпе пӑхнине хам та асӑрханӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Укҫа кӑларма сумкине уҫнӑ чух ҫеҫ Владик хӑй ҫине ҫутӑлакан куҫсемпе пӑхнине асӑрхарӗ Вероника.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Юхакан куҫҫульне ҫынсенчен пытарса пынӑран Лида ҫумра ларакан Тоня хӑй ҫине тӑрӑхларах пӑхнине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех