Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
пуҫлӑх (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитӗнекен ӑрушӑн хамӑрӑн несӗлӗмӗрсемпе истори пулӑмӗсем пирки пӗлни, вӗсене ламран-лама куҫарса пыма тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑнине палӑртнӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

«Республикӑра ҫулсерен иртекен Сывлӑх тата спорт кунӗ ку хутӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри йӗлтӗр йӗрӗ спорт ӑмӑртӑвӗпе тӳр килчӗ. Медале ҫӗнсе илессишӗн тупӑшакансене хаваслӑ кмӑл-туйӑм, вӑй-хват, пурне те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнисене, сывлӑх, хавхалану сунатӑп!», - тесе каланӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Муниципаллӑ округ территорийӗнче пӗр пуҫлӑх, халӑх суйлакан орган - депутатсен пухӑвӗ, пӗр администраци, территорин пӗрлехи пӗр бюджечӗ тата планӗ, экономикӑпа, социаллӑ пурнӑҫпа, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса паракан пӗр центр пулни ӗҫ тухӑҫне ӳстерме пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

— Ара, леш, сирӗн пуҫлӑх, Евгений Петрович, ятламасть-и вара?

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Пӑхать пуҫлӑх тепӗр кун, Йӑван тухман колхоза, пуҫтах суйнӑ иҫмасса, ма намӑс мар юлхава!

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Кантрана тем чул явсан та вӗҫӗ пулать тенӗ пек, Ивана та пӗр ирпе чӗнет пуҫлӑх колхоза.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Пуҫлӑх ӑшшӑн пӑхса вӗсен ҫине хӗрес хывать те ачасен ывҫисем ҫине хӑй аллине хурса чуптутарать.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр шайри управлени кирек-епле ӗҫе те тухӑҫлӑрах пурнӑҫласа пыма май панине тепӗр хут ҫирӗплетсе каланӑ вырӑнти пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Йывӑрлӑхсенчен хӑтарать, пуласлӑхри тӗллевсене палӑртма аван, ҫитӗнӳсене курма меллӗ», – тенӗ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Калӑпӑр, 2023 ҫулта «Ҫурт-йӗр» регион проекчӗпе ӗҫлеме чылай укҫа-тенкӗ йышӑннӑ, 730 пин тӑваткал метр чухлӗ объект хута ямаллине асӑннӑ Пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Вӑл кутамккипе алӑк сулине шӑйӑркаласа-чӗркелесе, хӑйӗнчен «пӗкӗ ава-ава» алӑкран тухса шӑлӑннӑ май, пуҫлӑх, шӑртне пусараймасӑр, тип аҫа пек шартлаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ирӗклӗ! — сассине хӑпартрӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Полбутылкин-ҫур кӗленче, хӑй хӑлхине ӗненмен пек, куҫне пуҫлӑх еннелле ҫавӑрса иккӗленӳллӗн пӑраларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ы-ы-ы-х, сире-е! — шӑлне выҫӑ кашкӑр пек шаклаттарса, пӑнтӑх сӑмакун тӗслӗ крафина чӑнкӑл-чӑнкӑл-чӑнкӑл «гопак ташлаттарса илсе», ҫурма хӗрлӗ, ҫурма сарӑ мӑнхӑяр пек алӑ чӑмӑрӗпе сӗтеле виҫӗ хут та ҫурӑ кӑрӑслаттарчӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ пуҫлӑх, унтан, алхасуллӑ тинӗс хумӗ евӗр хумханса-явӑнса, куҫне-пуҫне вут-ҫулӑмпала чалтӑртаткалама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх та, мӗнпур чун хавалне пухкаласа, ӗрӗхсе кайнӑ ахӑлтатӑвне чаракласа «читлӗхе» хӑваласа кӗртсе хупрӗ те, хашка-хашка сывласа, Полбутылкин-ҫур кӗленче ҫине куҫне тӗпчевлӗн ывӑтса илчӗ, вара, крафинран ярса, виҫӗ стакан та ҫурӑ шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сасартӑк Полбутылкин-ҫур кӗленче пат шӑпланчӗ, ҫамки ҫине вӗтӗ, сив тар тапса тухрӗ, пуҫлӑх ҫинче ҫивӗчлетнӗ куҫӗсем кӗҫ-вӗҫ сиксе тухасла чарӑлса кайрӗҫ, тути хӗррисем пӗрре шуралчӗҫ, тепре кӑвакарчӗҫ, мӑкӑльт-мӑкӑльт турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Мӗн? — хирӗҫле шӑтарасла пӑхрӗ ӑна пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Мӗн ҫинченччӗ вара анекдочӗ? — тӳсӗмсӗррӗн ыйтрӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх чышкине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр чӑмӑртаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫлӑх тутине малтанхинчен те ытларах чалӑштарса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех