Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуш сăмах пирĕн базăра пур.
пуш (тĕпĕ: пуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене пуҫтарса илсе, вӗсем вырӑнне пуш ҫӗре лартса пыма ҫеҫ елкӗр.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хӑйӗн кайран пӗр тулли ещӗке яхӑнах пуш ҫӗрӗ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ирхи смена ултӑ сехет те ҫирӗм минутра улшӑнать, анчах сменщицӑсем пурте цеха пӗр вуппилӗк-ҫирӗм минут малтан килеҫҫӗ — станок умне тӑриччен ҫителӗклӗ таран пуш ҫӗрӗ хатӗрлесе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ӑна та ҫухатсан, янахне чӗтретсе, пуш хӑма ҫинче темскер шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Учреждени пире, хамӑрӑн тӑватшар хваттерлӗ икӗ ҫурта тата виҫҫӗмӗш ҫурт валли уйӑрса панӑ пуш вырӑна пӗр килкартине хупса, йӗри-тавра карта ҫавӑрса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Эпӗ пуш курурпкана ҫӳп-ҫап сулчине кайса пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Пуш курупка вӑл, Данил Макарович.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Кунта кӗнӗ ҫыннӑн кашниннех вӑхӑчӗ питӗ те шутлине кура тӑркач тӳрех мала иртме, диспетчерсене сӑмах хушма хӑяймарӑм эпӗ, ҫавӑнпа алӑк патӗнче кӑштах тӑтӑм та, кирлӗ пулсан тем чухлӗ те кӗтме хатӗр ҫын пек, пӗртен-пӗр пуш пукан ҫине лайӑхах вырнаҫса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуш чечек эсӗ — акӑ кам!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӗррехинче вӑл мана колхоз уйне улма кӑларма кайсан киле пуш витрепе таврӑннӑшӑн купарча ислениччен пӗҫертнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ проекта пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаеван пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Сӑмах май, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин кӑҫал пуш уйӑхӗнче ертсе пынӑ ларура каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ тытӑм ҫӗнелмелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=bqbwSoVudVA

Вӗсем: «Хучель» пӗрлӗх (240 тонна), «Канаш-Агро» предприяти (360 тонна), Киров ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗ (240 тонна), Владимиров (105 тонна), Никонов (100 тонна), Табаков (120 тонна) хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, «Пионер» агрофирма (100 тонна) вӑрлӑха ҫур аки тӗлне пуш уйӑхӗнчех хатӗрлесе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ҫак чӑнлӑха ӑша хывакансем Канашри муниципаллӑ округра та ҫук мар, кун пек мал ӗмӗтлӗ хуҫалӑхсен кӗлет-складӗнче сортировка сассине пуш уйӑхӗнчех илтме май килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Юрӗ, эп кашни кун вӗсемпе усӑ куратӑп та, «ҫурла» августа, «юпа» октябре, «пуш» марта пӗлтернине лайӑх чухлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Мордва Республикинче ӑна пуш уйӑхӗнче ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗпе саламларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60472

Объект паспортне ӗненес пулсан, ӑна 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

Республика Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе ҫак тӑрӑхра пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен – карантин.

Куҫарса пулӑш

Аш-какая ҫунтарнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60494

Хыснари укҫа-тенкӗпе лайӑх ӗҫлени кӑҫал пуш уйӑхӗнче бюджета пӑхса тухнӑ чухне тӗп виҫене пысӑклатнипе тата налук тупӑшӗ ҫак тапхӑрта тан мар кӗнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех