Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑнса (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑм кил-ҫуртра пурӑнакансен те йывӑҫ мамӑкне хуҫалӑхра пухӑнса тӑма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Вӗсем поселокӑн тӗп площадӗнче пухӑнса «Август» парка ҫити юрӑсем шӑрантарса утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Ҫӗлӗкӗсене хывса сулахай хул хушшине хӗстернӗ шурӑ ҫӳҫлӗ, кӑвакрах сухаллӑ стариксем, пуҫӗсене хура тутӑр ҫыхнӑ карчӑксем — кунта пухӑнса тулнӑ пӗтӗм халӑх пуп кӗлӗ пуҫласса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынсем пӗр ҫӗре пухӑнса тӑчӗҫ, канашларӗҫ, Захар Петрович мӗн каласса кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарӑн лӑпсӑркка ҫӑра туратлӑ йӑмри айне, сулхӑна, хӗрарӑмсем пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Крыльца ҫине пӗр ушкӑн тутар пухӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мечӗт пулнӑ вырӑн ҫывӑхне, ҫерем ҫине, арҫынсем пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паласкас урамӗн ҫӳлти кукӑрӗнче, ейӳ сарӑлса ҫитнӗ тӗлте, тем чухлӗ ҫын пухӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пит ӗненмелле пулса тухрӗ: Ту енчи мӑрсасем Кӑкшамара пӗчченшерӗн пырса ҫӳресшӗн мар, ушкӑнпа, пӗрле пухӑнса калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку кун тури чӑвашсем ялӑн-ялӑн пухӑнса пур ҫӗрте те «пултран-пасар» ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл леш енчех калаҫса татӑлчӗҫ ваттисем, малтан шутласа хунӑ пек, темиҫе ялпа пухӑнса аслӑ чӳк ирттерес терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак эрнере республикӑри ГСВГ ветеранӗсем Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пухӑнса 5 ҫулхи пӗрлехи ӗҫе пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Ҫав кунах шкулти мӗн пур ачасемпе пухӑнса калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

— Кун пирки паянах ачасемпе пухӑнса канашлӑпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Пурте кӑмака тавра пухӑнса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Иван Сергеевичӑн пухӑнса ҫитнӗ шухӑшӗ пӗтрӗ пулас, вӑл пукан ҫинчен тӑрса каллӗ-маллӗ утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Тавраллах пухӑнса ларнӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Вырсарникун вӗсем ҫар чаҫне Вӑрнарта пухӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 33 ҫул ҫитнӗ тӗле вӗренекенсемпе Ҫӗрпелти культура ҫуртӗнче «ҫавра сӗтел» тавра пухӑнса калаҫрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗрлӗ обществӑлла организацисем малашне хутшӑнса, пӗр чӑмӑра пухӑнса тимлес тесе пӗлтӗрхи октябрьте «Вӑрнар районӗн патриочӗсем» пӗрлӗхлӗ организаци туса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех