Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуриншӗн сăмах пирĕн базăра пур.
пуриншӗн (тĕпĕ: пуриншӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуриншӗн те ҫутӑ та усӑллӑ пултӑр, пултарулӑхпа тата кӑсӑклӑ хутшӑнупа тултӑр, ачасемпе вӗрентекенсене ӑс-хакӑл енчен пуянлаттӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Ачасене пӗлӳ парас енӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене сарасси, районти вӑл е ку учителӗн паха опычӗсемпе паллаштарасси, предметсене вӗрентнӗ чухне темӑсене туллин уҫса парса ачасем патне пуриншӗн те ӑнланмалла илсе ҫитересси тата ытти нумай ыйтупа тимлеме тивет.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Пуриншӗн те халь кӑмӑл уҫӑ: Халь шухӑш-ӗмӗт ун ҫул пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Пӗри пуриншӗн те ответ тытать, пурте пӗриншӗн ответ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуриншӗн те пӗр ыйту тухса тӑчӗ: станцине кам туса ҫитерет?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхине ирех ӗҫе каяс ҫук пулсан, ҫутӑличченех лармалла та, анчах пуриншӗн те кӑткӑс вӑхӑт ҫывхарса ҫитнӗ — хӗвелпе пӗрле хире тухмалла.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуриншӗн те алӑ пус, — хистерӗ Кӗтерне инке.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫсӗмӗр те каятпӑр, — пуриншӗн те каласа хучӗ Марине.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пурте хатӗр, тет, салтакӗсем валли пуриншӗн те тӳмме лартса пӗтереймен, тет.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни валли эрех тултарсан, Михала пичче черккене ыттисенчен ҫӳлерех ҫӗклерӗ те пуриншӗн те сӑмах тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Фронтрисем пуриншӗн те тӑвансем, колхозран килнӗ ӑшӑ сӑмахшӑн вӗсем савӑнсах кайӗҫ, — терӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Салах тӳлетӗп, ҫуртшӑн, выльӑхшӑн, ҫӗршӗн — пуриншӗн те хырҫӑ-марҫӑ тӳлетӗп.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Владимир ырӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хастар, хӑюллӑ пулнӑ, яланах ыттисене пулӑшма хатӗррипе, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе палӑрса тӑнӑ. Вӑл пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх, чӑн-чӑн паттӑр. Паттӑрсен ячӗсем вара манӑҫмаҫҫӗ», — тет Чупай шкулӗн директорӗ Л.Никифорова.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9944-patt-rs ... -man-cmacc

Пуриншӗн те чи хаклӑ тавралӑх — … (тӑван тавралӑх)

Самое дорогое для всех окружение — … (родная сторона)

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Пуриншӗн те чи хаклӑ ял вӑл — … (тӑван ял)

Самая дорогая деревня для нас — это… (родная деревня)

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Ҫапла ырӑ ашшӗ-амӑшӗ вӗсем, пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх, пурнӑҫ тӗрекӗ те.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра ял таврашӗнче таса кӳлӗ е пӗве пурри пуриншӗн те ырлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Тата, паллах, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пысӑк та курӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ улшӑнусемпе асра юлӗ.

И, конечно, новый учебный год запомнится большими, но вместе с тем полезными для нас всех переменами.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Ҫак уяв ку хулара ҫуралса ӳснисемшӗн, кун-ҫулне унпа ҫыхӑнтарнисемшӗн, унӑн ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакансемшӗн, аталанӑвне тӳпе хывакансемшӗн - пуриншӗн те питӗ хаклӑ.

Этот праздник дорог всем, кто родился и вырос в этом замечательном городе, кто неразрывно связал свою судьбу с ним, кто любит и ценит свою малую родину, своими знаниями и трудом вносит вклад в ее развитие.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Шупашкар хули кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/20/gla ... et-s-dnyom

Халӗ ӗнтӗ Чалӑм вӗсене мӗнле шар кӑтартни пуриншӗн те куҫ умӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех