Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патнелле сăмах пирĕн базăра пур.
патнелле (тĕпĕ: патнелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вут хыпса илме пуҫланӑ трактор патнелле ҫынсем чупаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавнашкал йывӑрлӑха ҫӗнтерсе хӗвел патнелле кармашакан черчен чечеке аллипе ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер патнелле ҫывхарнӑҫем вӗсем часах ӑнланса илчӗҫ: «Хурӑнлӑх» клубӗ ҫумӗнчи пӗве татӑлса кайнӑ, ҫырма талккӑшӗпех шыв алхасать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, ун патнелле чечек ҫыххи ҫӗкленӗ Люба Шушина ҫывхарать…

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарайӗнчен упа ҫури пӑркаланса тухрӗ те вӗсем патнелле мӗшӗлтетрӗ, ларса урисене малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй ирӗкӗпе машина патнелле утакан Рамана курсан, Улька калаҫма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шартах сикрӗ Ҫтаппан, ҫавна май йывӑҫ тӗртмелли шалҫана та аллинчен ӳкерсе, ним чӗнмесӗр машина патнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хапха патнелле ҫитнӗ самантра Стасик каланине илтрӗ:

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илья Ильич Стасик патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ мӑкӑртата-мӑкӑртата аллине пуртӑ тытать, касса ӳкернӗ йывӑҫ патнелле кӑвакал пек пӑркаланса утать.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов патнелле утакан Иван Капитонович сасартӑк туратран такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Апат вӑхӑчӗ вӗҫленнине кура директор ҫынсене нумай тытса тӑмарӗ, кӗскен, уҫӑмлӑн ӑнлантарса пачӗ пуласси ҫинчен, ыйтусене хуравларӗ, вара васкасах сывпуллашрӗ те тӑрантасӗ патнелле вашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лашине йывӑҫран кӑкарса утӑ пачӗ те тӑрантасӑн малти кустӑрмине урипе тапса тӗрӗслерӗ, унтан тин ҫынсем патнелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара Рамана алӑк патнелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, вӗсем патнелле ҫывхарнӑ май, пӗрре чӑрӑш тураттисенчен ҫакланнӑ хӗвел ҫине, тепре хӗрсем еннелле пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман сарай ҫумӗнче кӗреҫе тӑнине асӑрхарӗ те ун патнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчкӑ ҫӗклесе бригадир хыҫҫӑн тепӗр хурӑн патнелле утма тытӑннӑ Раман Ҫтаппан хутне кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ темшӗн чарӑнмасӑрах иртсе каясшӑнччӗ, темле хӑравҫӑллӑн, салтак арӑмӗ патнелле аякӗпе ҫаврӑнса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Операци хыҫҫӑнхи пек уксахласа алӑк патнелле утрӗ, тухрӗ, ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗлен пек авкаланса каялла, хӑй кӗнӗ шӑтӑк патнелле шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех