Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панине (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ халӑх шӑпине, вӗсен пуян йӑли-йӗркипе культурине кӑтартса панине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Эпир пӗр чӑмӑрта пулнине, пӗрлӗхре вӑй тесе ҫирӗплетсе панине асӑннӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Сире мӗнле чин панине ярлыкра кӑтартнӑ: унта ҫӗрпӳ тенӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Воевода ҫынни сире тимӗр панине пӗлсен мана ыранах мӑйран ҫакать.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Борис Иванч Ту енчи халӑха патша ҫӑмӑллӑх панине пит лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер ялӗпе иртнӗ чухне Шигалейпе Ту енчи мӑрсасем те ҫулталӑк ҫурӑ каялла, Новоград Свияжский хулине туса пӗтерсенех хӑйсем кунта ырӑ курса пурӑннине, Ту енчен килекен чӑвашсемпе ҫармӑссене шертнӑй грамӑтӑсем панине аса илчӗҫ пулас, хӑлаҫлансах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир, хӑвӑра кам ҫӗр панине, кам кормлени панине маннӑскерсем, мана тӗп тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрсе курнӑ тарҫӑсем каласа панине астӑвать-ха каччӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсем пӑсташланӑ ҫӑкӑр панине ӗненес килмест манӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайрисем ҫапла калаҫнӑ, кӑшкӑрашнӑ хушӑра малтисем мӑрсасене патша ячӗпе парнесем панине пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку этем вырӑс пекех яка калаҫать, тепӗр ҫӗрте пулсан ӑна никам та чӑваш тесе калас ҫук, — теҫҫӗ вара вӑл мӗнле куҫарса панине итлесе тӑракан вырӑссем.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл каласа панине кӗҫӗннисем те кӑсӑклансах итлесе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Мӗн чул панине йӑлтах илсе каять; кайран ҫиме пытарса хурать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Эпӗ вӑл заявлени панине те пӗлмен, тӗл пуласса та иккӗмӗш хут ҫеҫ тӗл пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Катя каларӗ: — Айта кашни кунхи ҫырма панине паянхи пек пӗрле тӑватпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ ҫинчен анне каласа панине астӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михаил Игнатьев Севастополь Правительствин Председательне визита йӗркеленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен тата бизнес представителӗсен делегацине ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме кирлӗ условисем туса панине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлехи ҫыхӑнусене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 3 с.

Продукци пуҫтаракансен приборпа усӑ курса кашни килти хуҫалӑх мӗнле сӗт панине пӗлмелле, ултавҫӑсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин хӑнасене республика ертӳлӗхӗ ячӗпе саламларӗ, Шупашкар кинофестивалӗ сахал йышлӑ халӑхсен киноискусствине аталантарма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама пулӑшнине, республика ҫыннисене чӑн-чӑн кинопа киленме майсем туса панине палӑртрӗ, артистсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Хӑйсен ялӗсем Михапара Ишек пасарӗнче такама темӗн йӑтса панине курнӑ-мӗн.

Там ей поведали, что видели Михабара на ишакском базаре — кому-то что-то он подносил.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех