Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ҫӳҫӗ кӗл тӗслӗ, кӑшт хӑмӑртарах, тӑнлавӗсем самаях кӑвакарнӑ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Капитан хӑйӗн кӑвакарнӑ пуҫне хуллен сулчӗ те пӗр чӗнмесӗрех тухрӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Начальникӑн ансӑр ҫамки ҫинче кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑрки шӑртланса тӑрать, куҫхаршийӗсем хӑйӗн хура, урлӑ хӑлхисем хӗрлӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку шӑпах вӑл, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫне тура витӗр касса янӑ, ҫӳҫне хырнӑ тӗлте пуҫӗ кӑн-кӑвак курӑнать, пичӗ яланхи пекех салху та сӳрӗк.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Казармӑна кӗрсен, хӑйне евӗрлӗ йывӑр сывлӑш, темиҫе ҫӗр ҫын харлаттарса ҫывӑрнӑ сасӑ мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, хамӑра ертсе пыракан салтакпа пуринчен малта нарсем хушшипе ҫирӗппӗн пуса-пуса утакан Зухин хыҫҫӑн пынӑ мӑй, эпӗ кашни рекрут ҫине ҫӳҫенчӗклӗн пӑха-пӑха илтӗм, кашнинех Семеновӑн ман асра юлнӑ сарлака та тӗреклӗ кӗлеткипе танлаштартӑм, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ тӑрмаланчӑк пулнине, шурӑ шӑлӗсене, йӑлтӑркка куҫӗсем салхуллӑ пулнине астӑватӑп.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ леш Семенов, пӗрремӗш экзамен вӑхӑтӗнче хамран япӑхрах курӑннипе мана савӑнтарнӑскер тата вӗренме кӗмелли экзаменсене панӑ чух иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑскер, студент пурнӑҫӗн малтанхи уйӑхӗнче лекцисене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, анчах репетицисем пуҫланичченех ӗҫме пуҫларӗ, курс вӗҫӗнче университета ҫӳреми те пулчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑвакарнӑ тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ, шурӑ шӑллӑ Семенов, сюртукне йӳле янӑскер, манран инҫе мар ларать, чавсисем ҫине тӗреленнӗ те хур шӑммине кӑшлать.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку уйрӑмлӑха эпӗ япаласем — шӑнкӑрав, кӗнеке хуплашки, кресло, сӗтел — илемлӗ, тап-таса, ҫирӗп пулнинче те, княгиньӑн корсетпа кӗрнеклетнӗ кӗлетки тӳп-тӳрринче те, кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисене курӑнмалла кӑларса хунинче те, мана пирвайхи хут курнӑҫсах ансатӑн Nicolas тата вӑл тесе чӗннинче те, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнче, вуланинче тата кӗпе ҫӗленинче те, хӗрарӑмсен аллисем ытла та шап-шурӑ пулнинче те куратӑп.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Епле тумланни тата ҫӳҫне тураса тирпейлени енчен пӑхсан, Софья Ивановна ҫамрӑк сӑнлӑ пулма тӑрӑшни палӑрать, унӑн ҫӳҫӗнче кӑвакарнӑ пайӑркасем пулас-тӑк, вӑл вӗсене ҫынна кӑтартман пулӗччӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вӑл ватӑлса кайнӑ пӗчӗккӗ те ҫирӗп улпут, куҫхаршине хура, йӑлтах кӑвакарнӑ ҫӳҫне кӗскетсе кастарнӑ, тути йӗрӗсем хаярлӑхпа ҫирӗплӗхе палӑртаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Семенова чӗнсен, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тата йӑлтӑркка куҫлӑ кӳршӗ, мана хытах чышса, ман урасем урлӑ каҫрӗ те сӗтел патне кайрӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сывлӑх сунатӑп, — терӗ вӑл, аллипе хӑйӗн кӑвакарнӑ ҫӳҫне тӳрлетсе.— Здравствуйте, — сказал он, поправляя рукой свои седые волосы.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗк пӳрт патне илсе каякан ансӑр сукмакпа пынӑ чух тӗл пулнӑ хура тумлӑ старик, кӑвакарнӑ ҫӑра куҫхаршиллӗскер, мана мӗн кирли ҫинчен ыйтрӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫылӑх каҫараканни кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватӑ та хаяр питлӗ манах, вӑл аттене пиллерӗ.Духовник, седой монах с строгим старческим лицом, благословил папа.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Этьен вунпилӗк ҫулти ача, ҫӳлӗ, самӑр, — сӑнӗ халсӑр ҫынӑнни пек, путарах кӗнӗ куҫӗсенчен аяларахри ӳчӗ тӑртанса кӑвакарнӑ, алли-ури ҫулне, кура мар вӑрӑм; хӑй кӑнттам, сасси илемсӗр те тытӑнчӑклӑ, ҫапах хӑйне хӑй кӑмӑллать пулас, час-часах чӗрӗ хулӑ лекет пулмалла ӑна.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мамӑклӑ халатпа хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ вӑрӑм кӗлеткене эпӗ хам умра хальхи пекех курса тӑратӑп, калпакӗ айӗнчен кӑвакарнӑ сайра ҫӳҫӗ курӑнать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанах пулӑсем хӑраса ӳкрӗҫ те айккинелле саланса пӗтрӗҫ, анчах тинӗс енчен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ушкӑн хӑпарчӗ, вара манӑн кӑвакарнӑ ура хырӑмӗсем лосоҫсене текех хӑратмарӗҫ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
— Пӗтӗмӗшпех килӗшетӗп, — терӗ Владимир Михайлович, кӑвакарнӑ пуҫне тайса.— Совершенно согласен, — сказал Владимир Михайлович, наклоняя седую голову.
66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем пурте хӗрсе кайнӑ, алли-урисем туратсемпе чӗркеленнӗ, хӑшӗсен кӗписем те ҫурӑлкаланӑ, теприсен куҫ айӗсем те кӑвакарнӑ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Э, халь ӗнтӗ Тынэт кунӗн-ҫӗрӗн тинӗселле пӑхма пуҫлать, ашшӗне кӗтме пуҫлать, — терӗ Кэргыль, кӑвакарнӑ пуҫне сула-сула.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.